Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Кĕтмен хăнаран» сыхланмалла

«Кĕтмен хăнаран» сыхланмалла

Онкологи чирĕсем вилĕмĕн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри шутланаççĕ. Çапах та вĕсен пысăк пайне хăрушлăх факторĕсенчен пăрăнсан, чире иртерех тупса палăртсан сирме пулать. Пирвайхи профилактикăн тĕп çул-йĕрĕ вăл — пирус туртма пăрахни, рациона пăхăнса апатланни, ỹт-пỹ виçине кирлĕ шайра тытса тăни, эрех-сăра ĕçессине чакарни тата çителĕклĕ вăй-хал хусканăвĕсем. Паллах, скрининг программисем — кăкăр парĕн ракĕн, амалăх пымакĕн (шейка) ракĕн, калри курăнман юна тупса палăртассин, ПСА (простатăн спецификăллă антигенĕ) шайĕ, ỹпкене пĕчĕк дозăллă компьютер томографийĕ туса тĕрĕслесси, çăварти шыçăсен рак умĕнхи тата малтанхи формисен скринингĕ — рак умĕнхи тата чирĕн пуçламăш тапхăрĕсене ирех тупса палăртнипе пациентсем вилессине чакараççĕ. Сывлăх енчен улшăннине туйсан е çĕнĕ симптомсем тупăнсан вăхăтлă диагностика туни тата тухтăр патне çитни сиплевĕн тухăçлăхне тата пациентсен чĕрĕ юласлăхне палăрмаллах ỹстерме май парать. Халăх хушшинче онкологинчен сыхланас тĕллеве ỹстерни, профилактика тĕрĕслевĕсене аталантарса пыни тата онкологи пулăшăвĕн службисен ĕçне шанассине ỹстерни те усал шыçă чирĕсемпе ăнăçлă кĕрешмелли тĕп условисем пулса тăраççĕ.

Аса илтеретпĕр: 50 çулхи тата аслăрах пациентсен калри курăнман юна палăртма вăхăтра иммунохими анализĕ е колоноскопи туни кирлĕ. Хĕрарăмсен 30 çултан иртсен çулсерен гинеколог патĕнче пулса амалăх пымакĕн (шейка) ракĕн тата рак умĕнхи улшăнăвĕсене асăрхаттарма анализ памалла.

Скрининг программисене аталантарсах пырасси «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн шайĕнче иртет, унăн тĕллевĕ — тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлесе, онкологи чирĕсенчен вилессине чакарса Раççей çыннисен пурнăç тăршшĕне ỹстересси.

Владимир ФРОЛОВ,
Елчĕкри тĕп больницăн онколог тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code