Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Хуçалăхсенче – пухусем

Районти ял хуçалăх организацийĕсенче отчетлă пухусем пуçланнă.

Унта иртнĕ çулхи производствăпа экономика кăтартăвĕсене тишкереççĕ, малашлăх тĕллевсене палăртаççĕ.

Пухусенче ĕçре малта пыракансене чысласси те тĕп вырăнта.

 

Преступленисен шучĕ чакнă

Елчĕкри полици пайĕ 2018 çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.

Иртнĕ çул районта 72 преступлени тунине /2017 çулта – 94/ регистрациленĕ. Вĕсене уçса параслăх 97 процентпа танлашнă.

Чакнă преступленисен шутĕнче çаратассипе, хулиганла, хурахла ĕçсем тăвассипе çыхăннă, вăтам тата йывăр, йывăрах мар преступленисем тата ытти те. Юлашки 2 çулта уйрăмах йывăр преступленисем 2-шер тĕслĕх пулнă. Полици пайĕнче шыравра 4 преступник тăратчĕ, пĕлтĕр вĕсене пурне те тытса чарнă.

Интернет, карас çыхăнăвĕсем урлă пулакан преступленисен тĕслĕхĕ ÿсни пăшăрхантарать /иртнĕ çул – 3, виçĕм çул 1 тĕслĕх/. Халăха ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет.

А.АЛЕКСЕЕВ.

 

Пушар хăрушă

Вăл пурлăха кĕле çавăрнисĕр пуçне çын пурнăçне те татать.

Пĕлтĕр районта 20 пушар /2017 çулта – 15/ пулнă. Чи нумай пушар Елчĕк тата Курнавăш ял тăрăхĕсенче шута илнĕ /5-шер/. Шел пулин те, инкексен вăхăтĕнче 7 çын /виçĕм çул – 2/ пурнăçран уйрăлнă. «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕ – халăх электроприборсемпе, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче, кăмака хутнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнинче. 1 тĕслĕхре пушар транспорт хатĕрĕ юсавсăр пулнипе тухнă.

Хăрушă инкекрен асăрханса халăха тимлĕ пулма ыйтатпăр.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code