Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ЖКХ ыйтăвĕсемпе — «хĕрỹ лини»

ЖКХ ыйтăвĕсемпе — «хĕрỹ лини»

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсен тĕлĕшпе потребительсен прависене хỹтĕлесси — патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

Çынсем пахалăхлă коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курма тата уншăн тĕрĕс те тивĕçтерекен хаксене тỹлеме тивĕçлĕ. Апла пулин те хальхи вăхăтра коммуналлă компанисен тĕлĕшпе ỹпкевсем те сахал мар. Çынсенчен час-часах пахалăхсăр коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерни, тарифсене ытлашши ỹстерсе яни пирки каланине илтме тивет.

Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн специалисчĕсем çак ыйтусене хутшăнса граждансене право пулăшăвĕ параççĕ. 2022 çулхи майăн 16-27-мĕшĕсенче Управлени специалисчĕсем потребительсен прависене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусем тавра «хĕрỹ лини» ирттереççĕ.

Республикăра пурăнакансенчен шăнкăравсене тунтикунран пуçласа кĕçнерникунччен (ирхине 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен), эрнекун ирхине 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 45 минутчен (апат вăхăчĕ 12-рен пуçласа 12 сехет те 45 минутчен) йышăнаççĕ. Шăнкăравламалли телефонсем: (88352) 58-51-66, 58-17-19, 58-25-95.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code