Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тавах сана, Хăвăлçырма

Тавах сана, Хăвăлçырма

1. Учук çырми – ял варрипе,
Каçса çÿреççĕ кĕперпе.
Çыранĕ чăнкă, вак чулсем,
Тапса тăраççĕ çăлкуçсем.

Хушса юрламалли
Хăвăлçырма, Хăвăлçырма,
Эпир çуралнă тăван ял.
Хăвăлçырма, Хăвăлçырма,
Пирĕн шăпамăр, ăраскал.

2. Хастар çынсем пирĕн ялта,
Кашни ĕçчен, кашни ăста.
Йĕркипеле кермен çуртсем –
Аван пурнаççĕ ял-йышсем.

3. Хирте кашлаççĕ тыр-пулсем,
Хĕрсе ĕçлеççĕ ентешсем.
Йĕри-тавра уй-хир, çаран,
Чĕре юрлать савăннăран.

4. Тавах сана, Хăвăлçырма,
Сăмах çитеймĕ тав тума.
Чыс та мухтав сана пиртен –
Тăван тĕревĕ ĕмĕртен.

Иртнине пĕлмесĕр хальхи пурнăçа тĕрĕс хак пама май çук. 300 çул хушшинче несĕлсем хăварнă ырă йăласене ăса хывса, аталантарса, пуянлатса пырса çитĕнекен ăру валли упраса хăварасси – ырă тĕллев. Ку енĕпе ял историне, унта пурăнакан çынсен йăх-несĕлĕсене тĕпчесе пĕлме тăрăшни – питех те пархатарлă ĕç. Çакна эпĕ 2015 çулта пичетленсе тухнă «Ял тымарĕ» кĕнекере уçса пама тăрăшрăм та. Вăл ентешсемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.

Хăвăлçырма ялĕ пуçланса кайни

Раççейре халăхран налук пуçтарассине лайăхрах йĕркелес тĕллевпе хуçалăхсене, вĕсенче пурăнакансене вăхăтран вăхăта шута илсе пынă. Пĕрремĕш перепиçе 1719-1727 çулсенче ирттернĕ. Хăвăлçырма ялĕнче çак тапхăрта 26 хуçалăх пулнă, вĕсенче 137 çын пурăннă.

Яла пуçарса яракансем Куславкка районĕнчи Энтри Пасарĕ ялĕнчен килсе тĕпленнĕ. Хăвăлçырма ялĕн малтанхи вырăнĕ Кĕтне юхан шывĕн сылтăм çыранĕнчен 600-700 метр кăнтăралла, Учук çырми енче, Кайăксар çырмипе пĕрлешнĕ вырăнта пулнă. Кайăксартан Чутее каякан урапа çулĕн вырăнĕ те паллăччĕ. Вăл çул пирĕн ял çумĕпе иртнĕ пулмалла. Çырма хĕрринче масар вырăнĕ пулнине калатчĕç ватăсем, анчах вăл упранса юлман.

Чутей тутарĕсемпе килĕштереймесĕр Хăвăлçырма çыннисем тĕпленнĕ вырăнтан Кĕтнерен 3 çухрăм кăнтăралла, Учук çырмин сулахай енне çитсе вырнаçнă.

Ялăн пирвайхи ячĕ мĕнле пулнă-ши; Энтри ятлă та пулма пултарнă, Энтри Пасарĕ ята тĕпе хурсан. Куçса ларакансем яланах хăйсен малтанхи ятне сыхласа хăварма тăрăшнă. Кÿршĕллĕ Чутей тутарĕсем Хăвăлçырмана паянхи кунчченех «Энтри» теççĕ. Тепĕр иккĕленÿ те пур: ялăн ячĕ Хăваллă çырма та пулма пултарнă. Эпĕ астăвасса та Учук çырми пĕтĕмпех хăва ăшĕнчеччĕ. Ял çынни хăваран карçинкка çыхатчĕ. Апла-и те, капла-и – Хăвăлçырма ячĕ паянхи çырман чăнкă çыранĕсемпе пĕр килет. Ялăн вырăсла ячĕ – Кушелга. Вăл тутар чĕлхинче «каш» – птица тата «элга» – река е «птичья река» тенине пĕлтерет. Çакă каллех çырма хăваллă е йывăçлă пулни çинчен калать. Вĕçен кайăксем йывăçлă вырăна кăмăллаççĕ мар-и?

Ĕлĕкхи Хăвăлçырма

Ялăн Кивкас урамне йĕркелекенсен ĕç-пуç ăнăçсах кайман – шыв сахалли питĕ чăрмантарнă. 20 метр тарăнăшне чавнă пусăсенче кăштах шыв тухнă-ха, анчах вăл та çуллана типсе ларнă. Çынсен ирĕксĕрех çырмара вĕç-хĕррисĕр тапса тăракан çăлтан йăтма тивнĕ шыв. Çавăнпа хăшĕ-пĕрисем çырман тепĕр енне куçса ларса çĕнĕ кас йĕркеленĕ. Кунта шывсăр нушаланман – çĕр айĕнчен 6 метртанах тухнă вăл. Куçса ларасси те хĕн пулман: йывăç çурта пĕр кун хушшинчех сÿтсе куçарнă.

Çырма урлă каçса çÿреме йывăçран пысăк кĕпер хывнă. Ăна час-час юсаса тăнă, свайсене улăштарнă. Çак ĕçсене пĕтĕмпех нимелле пурнăçланă.

Ĕлĕк ялта лампа çутма краççын пулман. Алă ĕçĕпе те çурма тĕттĕмрех аппаланнă: хĕрарăмсем кĕнчеле арланă, алса-чăлха çыхнă, пир тĕртнĕ, кĕпе-йĕм çĕленĕ, арçынсем çăпата хуçнă, вĕрен явнă, ăпăр-тапăр юсанă.

Яла краççын илсе килме пуçласан çынсем лампăсемпе усă курма тытăннă. Чухăнсем «чĕп куçĕ» текен лампа чĕртме пуçланă. Çие тăхăнмалли япаласене хĕр упраçăн арча тулли хатĕрлемелле пулнă – качча тухсан çемьене тумлантармалла. Çавна май хĕр ачасем алă ĕçĕ тума, пĕрле савăнса канма улахсем йĕркеленĕ, ларма çÿренĕ. Çамрăксен пушă вăхăт сахал пулнă пулин те, вĕсем канма та вăхăт тупнă: çур аки вĕçленсен вăййа тухнă. Вăййа тухасси Питрав кунĕчченех тăсăлнă.

Хăвăлçырма ялĕнче ĕлĕкех чиркÿ пулнă. Ăна 1907 çулта прихутри çынсен вăйĕпе, вĕсен укçи-тенкипе туса лартнă. Анчах чиркÿ вăрах ĕçлеймен. Сăлтавĕ – чиркÿ çыннисемпе вырăнти власть хушшинче килĕшÿ çукки. Чиркÿ çыннисем çĕнĕ влаçа малтан та хапăл туса йышăнман, колхозсем чăмăртаннă вăхăталла çак хирĕçле лару-тăру пушшех çивĕчленнĕ. «Коллективизаци ĕçĕ – антихрист ĕçĕ» тесе ăнлантарнă вĕсем халăха. Вырăнти власть, большевиксен партийĕ хушнипе, чиркĕве хупас ĕçе пуçарса янă. Ку енĕпе комсомолецсемпе çамрăксем пуçарулăх кăтартнă. 1930 çулта чиркĕве хупас пирки ял халăхĕн пухăвне ирттереççĕ, хупас тесе йышăнаççĕ. Паллах, пухăва чиркĕве çÿрекенсем пыман, пурпĕрех вĕсен шухăш-кăмăлне никам та шута илмен. Çав çулхинех пĕтĕм халăх умĕнче чиркÿ чанне антарнă. Ватăсем аса илнĕ тăрăх, ялти учительсем шкул ачисемпе пухăннă халăха концерт лартса панă. Урăхла каласан, чана антарасси савăнăçлă лару-тăрура пулса иртнĕ. Чиркÿ çуртне 1950 çулччен склад вырăнне усă курнă, кайран, тĕпрен юсаса, шкул тунă.

Хăвăлçырмара пурăнакан Николай Алексеевич Волков чиркĕве хупни 70 çул çитнине тата аваллăха астуса, халăх укçи-тенкипе нимелле чиркÿ тума халăхпа калаçса татăлать. 2002 çулта кирпĕчрен тума пуçланă чиркĕве 2006 çулта хута яраççĕ.

Ялта чиркÿ уçни – пĕлтерĕшлĕ те сăваплă пулăм. Вăл кашнине Турă çинчен нихăçан та манса каймалла маррине аса илтерсе, астутарса тăрать. Çынна çак тĕнчере Турă саккунĕсене çирĕп пурнăçласа пыма хушать. Пурнăçра çут тĕнчене килнĕ ырлăхпа савăнса пурăнмаллине кăна мар, чуна таса тытмаллине те аса илтерсе тăрать.

Тавралăх

Ватăсем аса илнĕ тăрăх, Хăвăлçырма ялĕ тавра пĕчĕк вăрмансем пулнă. Çырмасем тавра хăвалăх, ялăн хĕвел тухăç енче шĕшкĕлĕх, ăвăссемпе хурăнсем ÿснĕ. Кÿлпуçпе Хăвăлçырма хушшинче пĕр лаптăк юманлăх кашласа ларнă. Ĕлĕкрех Учук çырми /тепĕр чухне Пушçырма та тенĕ/ шывпа тулăх пулнă. Çуркунне пăр кайнине халăх кĕпер çине пухăнса сăнанă. Çырман чăнкă çыранĕнчен çăл куçсем тапса тăнă. Ял варринче хăйсем тĕллĕн пулса кайнă икĕ кÿлĕ пур. Ял-йыш Учук çырмине пĕвелеме те мехел çитернĕ. Проектсăр тунă пĕвене тепĕр çулхинех çурхи шыв çурса кайнă. Çĕнкасра фермăсен çывăхĕнчи варсене пĕвелесе 2 пысăк кÿлĕ тунă, кайран юшкăн тулнипе вĕсем татăлса кайнă. ХХ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче Учук çырмине икĕ вырăнта пĕвелесе каçса çÿремелли плотинасем хута янă. Вĕсене патшалăх шутĕнчен çĕрсене тăпра эрозийĕнчен сыхлас тĕллевпе тунă. Ял варринчи малтанхи йывăç кĕпер вырăнне халĕ – плотина.

Хальхи Хăвăлçырма

Хăвăлçырма ялĕ Елчĕк район центрĕнчен çурçĕр-хĕвел анăç енче вырнаçнă. Çурçĕртен – Тутар Республикин Апас районне кĕрекен тутар ялĕсем – Мишер /Чутеево/, Хăрпаш /Малкеево/, Кайăксар /Бикмурзино/, хĕвел тухăç енчен – Аслă Таяпа, кăнтăртан – Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль, хĕвел анăçĕнчен – Кÿлпуç ялĕсем.

Хальхи вăхăтра ялта 6 урам: Кивкас /Луговая/, Кÿлĕ урамĕ /Озерная/, Турчăка урамĕ /Школьная/, Çĕнкас /Центральная/, Çĕнĕ урам /Калинина/, Çамрăксен урамĕ /Молодежная/. 2019 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Хăвăлçырма ялĕнче 208 хуçалăх шутланнă, вĕсенчен 161 хуçалăхра 340 çын пурăнать.

Ялта шкул /1960/, культура çурчĕ /1968/, фельдшерпа акушер пункчĕ /2018/, икĕ лавкка, Комсомольскинчи «Слава картофелю» агрофирмăн Елчĕкри сахал яваплă предприятин кантурĕ вырнаçнă.

Хăвăлçырмасем нихăçан та пурнăç уттинчен айккине тăрса юлман. Ку таранччен документсем сыхланса юлман пулин те, граждан вăрçине хутшăнни, Совет влаçне сыхласа хăварас тĕлĕшпе хастар ĕçлени паллă. Ялта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркелеме те активлă хутшăннă.

Колхозсене ертсе пынисем:

П.П.Клечков /1930-1932/, В.Е.Краснов /1932-1937/, И.В.Васильев /1937-1939/, С.М.Чернов /1939-1941/, А.Г.Григорьев /1941-1943/, А.М.Михеев /1943-1947/, И.С.Журавлев /1948-1950/ – «Новая волна» хуçалăх; В.Г.Григорьев /1951-1952/, В.Ф.Сазонов /1952-1954/, А.А.Купташкин /1954-1960/ – Калинин ячĕллĕ хуçалăх. Кайранхи «Звезда» /1960-1965/, «Искра» /1966-1977/ колхозсене те ăнăçлă ертсе пынă. 1977-1978 çулсенче «Искра», 1971-1989 çулсенче «Знамя» колхозсен ертÿçисем Н.С.Пирогов, И.И.Левый пулнă. Н.О.Осипов /1988-1994/, Н.Г.Степанов /1994-1995/, Ю.В.Галкин /1996-2001/, А.В.Архипов /2001-2002/, В.В.Михеев /2002-2003/, В.Г.Елизаров /2003-2004/, П.Н.Волков /2004-2008/ – «Мир» хуçалăх. 2008 çултанпа «Слава картофелю» агрофирмăн тилхепине Юрий Галкин тытса пырать.

Хăвăлçырма ял совет председателĕ пулса ĕçленĕ:

П.А.Яшин /1928-1937/, Ф.А.Анисимов /1938-1940/, В.Г.Григорьев /1947-1950, 1955-1960/, Г.И.Галкин /1943-1947/, М.П.Парамонова /1950-1955/, Н.Г.Степанов /1991-2001/, М.Д.Пирогов /2001-2005/.

Ял совет секретарĕнче ĕçленисем:

П.А.Яшин /1926-1928/, В.Г.Григорьев /1931-1932/, М.С.Краснова-Степанова /1933-1953/, А.С.Сазонова /1955-1959/, Г.А.Александров /1949/, А.В.Анисимова /1967-1999/.

Шкул директорĕнче вăй хунисем:

А.П.Порфирьев /1937-1938/, Николаев, Миговаров, Портнов /1938-1940/, В.С.Ларионов /1941-1942/, В.А.Никонорова /1942-1945/, Н.А.Ястребова /1953-1957/, В.С.Чернов /1957-1959/, И.Д.Чернов /1959-1963/, О.А.Сазонов /1963-1976/, Н.В.Михайлов /1976-1979/, Я.С. Сазонов /1979-1983/, Е.И.Степанова /1983-2003/, Г.П.Ловкин /2003-2018/.

Тăван ялăн паллă çыннисем:

Виталий Яковлевич Купташкин /1946 çулта çуралнă/ – техника наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн информаципе шутлав техникин кафедра заведующийĕ, 60 ытла ăслăлăх ĕçĕ çырнă; Алексей Яковлевич Купташкин /1954/ – Чăваш Республикин вырăнти промышленность министерствин контрольпе ревизи пайĕн пуçлăхĕнче, «Паха тĕрĕ» ÿнерпе промысла фабрикăн генеральнăй директорĕнче ĕçленĕ; Валентин Яковлевич Купташкин /1940/ – Чăваш АССР Министрсен Советĕнче тĕрлĕ должноçра тăрăшнă, пĕр вăхăт Госстатăн Чăваш уйрăмне ертсе пынă; Изосим Александрович Волков /1935/ – Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Госплан председателĕ, Госстатăн Чăваш республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕ; Николай Николаевич Николаев /1923/ – Калинин /халĕ Тверь/ облаçĕнче, Курск хулинче чылай çул патшалăх Хăрушсăрлăх комитетĕнче ĕçленĕ, отставкăри полковник, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ; Илья Иванович Левый /1936/ – патшалăх служащийĕ, «Знамя» колхоз председателĕ, Чăваш перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмĕн ертÿçи, виçĕ кĕнеке авторĕ, Чăваш Енĕн хисеплĕ таврапĕлÿçи, Куçма Элли ячĕллĕ преми лауреачĕ; Леонард Васильевич Левый /1963/ – Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ; Анатолий Васильевич Левый /1970/ – подполковник, Канаш районĕнчи полици уйрăмĕн начальникĕ; Геннадий Вячеславович Маслов /1966/ – полковник, воин-интернационалист, Красноярск крайĕнчи Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ; Юрий Васильевич Маслов /1938/ – тĕп хулари республика больницинче хирургра ĕçленĕ; Юрий Васильевич Краснов – воин-интернационалист, Шупашкарти «ЮККА» фирмăн генеральнăй директорĕ; Георгий Сергеевич Воробьев /1919/ – вăрçă ветеранĕ, Елчĕкри тата Патăрьелти СССР банкĕн филиалĕсене ертсе пынă; Иван Сергеевич Воробьев /1931/ – нумай çул республикăри «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн пай начальникĕнче вăй хунă; Геннадий Петрович Солин /1954/ – вырăнти хуçалăхра агрономра ĕçленĕ, Учук çырмине нумай йывăç-тĕм лартнă, Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ фонд ертÿçи; Владимир Николаевич Семенов /1956/ –«Роснефтетранс» компанин генеральнăй директорĕ, 2007 çултанпа – Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганск район пуçлăхĕ; Сергей Николаевич Волков /1966/ – полици полковникĕ, ЧР ГИБДД полкĕн командирĕ пулнă, 2014 çултанпа – Мускаври ГИБДД спецполкĕнче; Александр Ильич Левый /1965/ – Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕнче вăй хунă; Александр Витальевич Прокопьев /1972/ – полици сотрудникĕнче ĕçленĕ, Çурçĕр Кавказра икĕ хутчен командировкăра пулнă.

«Ача амăшĕ-героиня ята тивĕçнисем:

София Терентьевна Казакова /1914 çулта çуралнă/, Лидия Николаевна Федорова /1930/, Лариса Алексеевна Кириллова /1931/, Елизавета Алексеевна Трофимова /1933/, Раиса Ивановна Журавлева /1940/.

Çĕршыв наградисене тата хисеплĕ ятсене тивĕçнисем:

Мария Александровна Кузьмина /1930 çулта çуралнă/, Петр Мелентьевич Ловкин /1940/, Лидия Сергеевна Казакова /1940/ – «Ĕç мухтавĕ» III степень орден; Алексей Александрович Купташкин /1919/, Валерий Николаевич Журавлев /1929/; Раиса Алексеевна Степанова /1935/ – «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орден; Елена Сергеевна Парамонова /1938/ – «Хисеп Палли» орден; Иван Сергеевич Воробьев /1931/, Юрий Васильевич Галкин /1967/ – «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ»; Илья Иванович Левый /1936/ –«ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ»; Елена Ивановна Степанова – «ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ»; Алексей Леонидович Сурков /1955/ – «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ»; Леонард Васильевич Левый – «ЧР пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ».

Спорт мастерĕсем:

Тамара Аркадьевна Солина /1960 çулта çуралнă/, Андриан Александрович Трофимов /1962/, Алексей Александрович Трофимов /1969/, Николай Станиславович Чернов /1983/.

Вăрçă инкекĕ

Хăвăлçырма ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 132 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 58-шĕ çапăçу хирĕнче вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Каялла 74 çын таврăннă. Паттăрсене ĕмĕр асра тытас тĕллевпе вĕсен ячĕсене ялти палăк çине ылтăн сас паллисемпе çырса хунă. Ăна шкул ачисем куллен пăхса-тирпейлесе тăраççĕ.

Çавăн пекех ялти çамрăксенчен Афганистан çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçланисем – 14, вĕсенчен хăюлăхпа паттăрлăхшăн орден-медальсене тивĕçнисем те пур. Çурçĕр Кавказра «хĕрÿ точкăсенче» пулнисем те сахаллăн мар.

И.ЛЕВЫЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code