Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр шухăшлăхпа пĕрлĕх уявĕ

Пĕр шухăшлăхпа пĕрлĕх уявĕ

Тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештерекен Çуркуннепе Ĕç уявĕ Елчĕк тăрăхĕнче яланхиллех асра юлмалла иртрĕ. Кăçалхипе илсен, çак кун Тĕп лапамри Хисеп хăми те 12-мĕш хут çĕнелчĕ ĕнтĕ. Унта хăйсен профессине чунтан парăннисен портречĕсене вырнаçтарчĕç.

Çынна ĕç илем кỹрет. Елчĕк тăрăхĕнче вара тăрăшса ĕçлекене хавхалантарма та пĕлеççĕ çав. Хальхинче Хисеп хăми çине кĕртнĕ çынсене те (пурĕ 20-ĕн вĕсем) эпир пурне те лайăх пĕлетпĕр-паллатпăр. Вĕсенчен кашнийĕ пĕтĕм чун-чĕре хавалĕпе округ аталанăвĕшĕн вăй хурать.

Округри предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсем ĕлĕкхи ырă йăлана манманнине — уявра ялавсем вĕлкĕштернине, «Пĕрлĕхре — вăй», «Мир. Ĕç. Май» тата ытти лозунгсемпе усă курнине аслăрах ỹсĕмри çынсем тивĕçлипе хакланине, çакăншăн вĕсем округ ертỹлĕхне тав тунине те илтме кăмăллă пулчĕ.

Пухăннисен умĕнче муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ.

— Майăн 1-мĕшĕ çут çанталăк чĕрĕлĕвĕпе ĕç мухтавĕн, ăшпиллĕхпе пĕр шухăшлăх уявĕ. Çак çăмăл мар лару-тăрура çак сăмахсен пĕлтерĕшĕпе çивĕчлĕхĕ тата та малти вырăна тухса тăнине пиртен кашнийĕ лайăх ăнланать. Яланах пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура пулар, пĕр-пĕрне пулăшар.

Паянхи кун Хисеп хăми çине вырнаçтаракан ĕç паттăрĕсен умĕнче те тивĕçлипе пуçăма таятăп. Пархатарлă ĕçшĕн пурсăра та пысăк тав. Округра пурăнакансемпе пĕрле ĕçлекенсем, тăвансем хушшинче яланах эсир ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Малашне те çаплах пултăр, — тесе палăртса каларĕ вăл.

Хисеп хăмине çулсерен çĕнетнин пĕлтерĕшĕ пысăк, вăл малта пыракансене мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли лайăх мел пулса тăрать.

Çуркуннепе Ĕç уявне пухăннисене культура ĕçченĕсем савăк юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.

ШУХĂШ

Владимир КАТАЙКИН, тĕп больницăри эндоскопист тухтăр:

— Пирĕн пысăк коллективра тăрăшса вăй хуракансем, ят-сума тивĕçлисем сахаллăн мар. Апла пулин те манăн ĕçĕме пысăка хурса хакланăшăн тĕп больница администрацийĕпе округ ертỹлĕхне чĕререн тав тунине пĕлтеретĕп.
Паллах, кирек хăш професси çынни те хăйĕн юратнă ĕçĕнче телей тупнăран, пĕтĕм чун хавалĕпе хăйне шанса панă ĕçре вăй хурать. Хама та эпĕ çав шута кĕртетĕп. Гиппократ умĕнче тупа тунине асра тытса 36 çул пĕр улшăнмасăр çынсене сывлăх парнелессишĕн вăй хуратăп. Тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан кашни кунхи ĕçĕмре çынсен сывлăхне сыхласа хăварма хутшăнни чун-чĕрене телей, савăнăç кỹнине те туйса тăратăп.

Наталия ПЕТРОВА, «Шевле» ача сачĕн заведующийĕ:

— Уяв питех те илемлĕ, савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Унта нумайăшĕ çемйисемпе хутшăнчĕç, аякран килсе çитнĕ тăванĕсене те явăçтарчĕç вĕсем уява.

Манăн ĕçĕме пысăка хурса хаклани — сăн ỹкерчĕке Хисеп хăми çине вырнаçтарни, паллах, чуна ăшăтрĕ, кăмăла çĕклерĕ. Хамăрăн туслă коллективпа пĕрле малашне тăрăшса ĕçлемелли те сахал мар пирĕн.

Ят-сума тивĕçнĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн 2024 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче йышăннă 47-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тỹпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн 2024 çулта округри Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă:

Маргарита Федоровна АБРАМОВА, «Сатурн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор;
Ольга Николаевна АРХИПОВА, централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕн пай заведующийĕ;
Елена Вениаминовна ГРИГОРЬЕВА, Тип Тимешри ФАП заведующийĕ;
Юрий Алексеевич ЖУРАВЛЕВ, «Прогресс» АХОри ферма заведующийĕ;
Владимир Алексеевич КАТАЙКИН, Елчĕкри тĕп больницăри эндоскопист тухтăр;
Александр Иванович КОНСТАНТИНОВ, кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕ;
Юрий Михайлович ЛАПШИН, «Эмметево» ООО директорĕ;
Николай Васильевич ЛОГИНОВ, «Победа» ОООри тракторист;
Сергей Петрович МАРКОВ, «Прогресс» АХОри тракторист;
Светлана Леонидовна ОКРУЖНОВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен;
Антонина Анатольевна ПАНКРАТОВА, «Комбайн» ЯХПКри пăру пăхакан оператор;
Наталия Владимировна ПЕТРОВА, «Шевле» ача сачĕн заведующийĕ;
Сергей Николаевич ПЕРЕПЕЛКИН, Елчĕк муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ;
Юрий Иванович ПОРФИРЬЕВ, Елчĕк муниципалитет округĕнчи полици уйрăмĕн оперативлă дежурнăй пулăшаканĕ;
Вячеслав Петрович САГАНОВ, «Россети-Волга»-«Чувашэнерго» ПАО филиалĕн Елчĕкри РЭСĕн тĕп инженерĕ;
Петр Васильевич СМИРНОВ, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ;
Александр Владимирович ФИЛИППОВ, «Елчĕкри çăкăр пĕçерекен завод» ООО генеральнăй директорĕ;
Алевтина Михайловна ХУШКИНА, Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн социаллă ĕçсен специалисчĕ;
Александр Петрович ШАВКИН, «Газпром газораспределение Чебоксары» АО филиалĕн слесарĕ;
Ольга Львовна ЯКОВЛЕВА, уйрăм предприниматель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code