Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Фольклор фестивалĕнче

Фольклор фестивалĕнче

Тăван районăмăрăн 90 çулхи юбилейне халалланă «Елчĕк ен ывăл-хĕрĕсен юрри-ташши» фольклор фестивалĕ Тăрăмри культура çуртĕнче иртрĕ. Уяв «Искусство каçĕ» акципе пĕр килчĕ.

Район шайĕнче фестивале унта йĕркелесе ирттерме сăлтавĕ те пур: кунта тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн культура çурчĕн пурлăхпа техника никĕсне тĕпрен пуянлатнă.

Çĕнелнĕ культура çуртне уçнă ятпа пухăннисене район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова саламларĕ. Вăл федерацин «Вырăнти культура çурчĕ» парти проекчĕпе килĕшỹллĕн ялсенчи культура çурчĕсенче ĕçлеме, канма условисем лайăхланнине палăртрĕ. Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов, культура çурчĕн заведующийĕ Е.Каширина культура учрежденине çĕнетме пулăшнă ертỹçĕсене тав турĕç. «Тухăçлă ĕçлеме мĕнпур услови çителĕклĕ. Çутă тата сасă, мультимедийлă аппаратурăсем, компьютер техники, сцена тумĕсем, сцена костюмĕсем, купăссем — пурте вĕр çĕнĕ. Патшалăх вĕсене туянма пире 516,67 пин тенкĕ уйăрса пачĕ», — пĕлтерет Евдокия Каширина.

Илемлĕ сцена çине чи малтанах вырăнти пултарулăх коллективĕ тухрĕ. «Алмантай» фольклор ушкăнĕ «Елчĕк ен 90 çулта» Тăрăм ял тăрăхĕн гимнне, «Кĕçĕн Пăла» юрăсене шăрантарчĕ. Юрăсен авторĕсем — В.Захаровпа О.Александров. Унтан хаваслă «Сирĕнпеле савăнма» юрра янăратрĕç.

Фестивале районти фольклор ушкăнĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Куракансем Лаш Таяпари «Тайписем» ача пăттине, Патреккелти «Алмакайсен» ача-пăча вăййине, Кĕçĕн Таяпари «Саламписен» улах ларнине, Вырăскассинчи «Шанăçсен» салтака ăсатнине, çăнăхта ирттернине, Тỹскелти «Шуçăмсен» хур пусса хĕр çураçнине кăтартса пачĕç. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Çирĕк», Аслă Пăла Тимешĕнчи «Вун тỹпе» ушкăнсем ĕç юррисене, Аслă Таяпари «Шанчăксем» урам, Аслă Елчĕкри «Сăрнайсем» хăна, Çĕнĕ Пăвари «Илемсем» чăваш халăх юррисене çепĕççĕн шăрантарни пурин кăмăлне те кайрĕ. Уяв «Алмантайсем» анатри чăвашсен туйне кăтартса панипе вĕçленчĕ.

Фольклор фестивалĕ питĕ кăмăллă иртрĕ. Культура ĕçченĕсен ал ĕç куравĕпе те уява пынисем кăсăкланса паллашрĕç.

М.ДЕМЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code