Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăвăсран асăрханăр

Сăвăсран асăрханăр

Çу вăхăтĕнче çынсем час-часах вăрмана уçă сывлăшпа, çут çанталăк илемĕпе киленме каяççĕ. Май-июнь уйăхĕсенче вăрмана каяссинчен пăрăнмалла, мĕншĕн тесен çак тапхăрта сăвăссен активлăхĕ пысăк.

Çулсеренех Раççейри 5-6 пин çын сăвăс энцефаличĕпе чирлет. Вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Тĕпчевсем палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин территорийĕнче те сăвăссен 3,5 проценчĕ вируслă. Çак хуртри вирус çынна лексе чирлеттерме пултарать. Сăвăс çыртнипе пуç мими шыçать. Ку хăрушă чир. Вăл кĕлеткен температури 38-39 градус таран ÿснинчен пуçланать. Çынна шăнтса пăрахать, куç шурри хĕрелет, 3-5 кунтан аташма пуçлать. Чирлĕ çынна хăвăртрах сиплев учрежденине леçмелле.

Хăрушă чиртен хăвăра сыхласа хăварас тесен вăрмана ан кайăр. Кайма тиврĕ пулсан капюшонлă куртка илме ан манăр. Шăлавар вĕçне нуски ăшне çавăрса чикĕр. Кунта хитрелĕх пирки шутламалла мар. Киле таврăннă чухне тумтире тата атă-пушмака урамра силлĕр.

Темĕнле асăрхансан та сăвăс ÿт-пĕве кĕрсе ларчĕ пулсан, çийĕнчех ăна ÿтрен туртса кăларма тăрăшмалла:

– сăвăс кĕрсе ларнă вырăна тип çу тумлатăр. Тип çу сывлăш çулне чарса лартать, çакă сăвăса питех те кансĕрлет;

– сăвăса асăрханса пинцетпа е çиппе туртса кăлармалла;

– сăвăсăн хăш-пĕр пайĕ ÿтре юлсан, таса йĕппе усă курмалла;

– çийĕнчех сиплев учрежденине каймалла, чирлесрен иммуноглобулинпа укол тутармалла.

И.УБАСЕВА,
эпидемиолог тухтăр пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code