Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Валерий Афанасьев: «Пурне те халăхпа татса памалла»

Валерий Афанасьев: «Пурне те халăхпа татса памалла»

Республикăра кашни çулах хăй тытăмлăх органĕсен конкурсĕсене йĕркелеççĕ. Вĕсенче пирĕн округри территори пайĕсем е уйрăм муниципаллă служащисем те çулсеренех малтисен йышне кĕреççĕ. Çак кунсенче кăна-ха республикăри «Чи лайăх муниципалитет ертỹçи» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕк территори пайĕн ертỹçи Валерий Афанасьев пулнине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Валерий Зинонович Аслă Елчĕк территори пайне 2001 çултанпа ертсе пырать. Çак тапхăрта унăн пуçарулăхĕпе тăрăшулăхне пула яла тирпей-илем кĕртес, хăтлăлатас, çул-йĕре юсас тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Халăхпа ăнланулăхра тата килĕшỹре ĕçленĕрен кунта вырăнти пуçарупа йĕркеленекен проектсене анлă çул параççĕ. 2022 çулта çеç, акă, пĕтĕмпе 4092639,60 тенкĕлĕх ĕç тунă. Ĕçмелли шывпа çивĕчлĕх сиксе ан тухтăр тесе ял территорийĕнче обществăлла пусăсене юсаççĕ çеç мар, çĕннисене те тăваççĕ, çăл куçсене тасатаççĕ. Çулсерен «Ялти чи лайăх пусă» конкурс йĕркелеççĕ. «Ялти чи лайăх урам», «Чи лайăх хушма хуçалăх» конкурссем ирттерни те çынсен хастарлăхне, вĕсен обществăри интересĕсене аталантарма май парать. Пĕлтĕр Калинин урамĕ ялсене тата уйрăм секторсене симĕслетес, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ регион конкурсĕн уйрăм номинацийĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. 2021 çулта çакнашкал чыса Гагарин урамĕнче пурăнакансем тивĕçнĕ.

Территори пайĕнче патриотла ĕçсене анлă çул панă. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата вăрçăран таврăнсан пурнăçран уйрăлнă ветерансен ячĕпе лартнă палăксене яланах тирпейлĕхре тытаççĕ. Вĕсемпе юнашарах — чикĕ хуралĕнче тата Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнисен ячĕпе çĕкленĕ палăксем. Ялти вăхăтсăр çĕре кĕнĕ «афганецсене» асăнса уçă хоккей турнирĕ, Анатолий Патшин воин-интернационалист ячĕпе «Кĕрешỹ» ăмăртăвĕ йĕркелесси те тахçанах çирĕп йăлара. Сăмах май, Валерий Зинонович ертсе пынипе ялти хоккеистсен команди округри турнирсенче кăçал уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Хĕрарăмсен волейбол вăййи те тивĕçлĕ аталанать — команда виççĕмĕш çул чемпион.

— Пĕчĕк е пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç-и, пурне те халăхпа пĕрле татса памалла, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет Валерий Афанасьев. — Пĕрле канашласа ĕçлесен кăна ăнăçлăх килет. «Халăх сурсан кỹлĕ пулать» тенине нихăçан та манмалла мар.

Ертỹçĕ депутатсемпе, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, ветерансен канашĕн ертỹçисемпе, шкул коллективĕпе, старостăсемпе, уйрăм пайтаçăсемпе пĕр чĕлхерен пулни те кулленхи ыйтусене татса парассинче çăмăллăх.

Валерий Зиноновичăн хальхи çĕнтерĕвĕ пĕрремĕш мар: 2006 çулта «Чăваш Енри чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ» ята тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕпе (2007), «Чăваш Республикинчи хăй тытăмлăх органĕсен аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн» паллăпа (2018), «Чăваш автономине — 100 çул», «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕсемпе чысланă.

Пултаруллă ертỹçĕне чĕререн саламлатпăр, малашлăхра та ăнăçу çулĕпе утма çирĕп сывлăх сунатпăр.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code