Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи субботника!

Пĕрлехи субботника!

2023 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Раççейĕн мĕн пур регионĕнче субботник ирттермелли кун. Унăн тĕп тĕллевĕ — халăх пурăнакан вырăнсенче тата хула-ял таврашĕсене тирпей-илем кĕртесси.

Асăннă мероприятие йăлана кĕнĕ йĕркепе хуçалăхпа унăн таврашне, урамсене тасатас, чечексемпе йывăçсем лартас, скульптурăсемпе пĕчĕк архитектура формисене, масарсене, обществăлла лаптăксене йĕркене кĕртсе хăтлăлатас тĕллевпе ирттереççĕ.

Çак ырă йăла халăха пĕрлештерсе усăллă ĕç тума, çут çанталăкшăн, тăван тавралăхшăн тăрăшма хистет.

Субботнике хаваспах хутшăнар, тăван тăрăха ырă енне улшăнма пулăшар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code