Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Районта — Владимир Осипов министр

Районта — Владимир Осипов министр

Чăваш Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов иртнĕ кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе — Леонард Левыйпа пĕрле вăл «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» автомобиль çул-йĕрне юсанă çĕре çитсе курнă. Çак объект «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çул-йĕр» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Кăçал автоçулăн 9,526 çухрăм участокне, пурĕ 265 миллион тенкĕлĕх юсанă. Ĕçе пурнăçлаканĕ — «Воддорстрой» ОООри çул-йĕр ĕçченĕсем. Сăмах май каласан, асăннă çул-йĕр çинчи юсав ĕçĕсене июнь уйăхĕнче пикеннĕ. «Воддорстрой» ОООн генеральнăй директорĕ Леонид Евдокимов вара объекта палăртнă вăхăтра хута ярасси пирки татăклăнах пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Чăваш телевиденийĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, вăл водительсемпе пассажирсемшĕн, чăннипех, хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр, çавăн пекех Елчĕк районĕн 95 çулхи юбилейĕ умĕн район çыннисемшĕн пысăк парне пулса тăнине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code