Çĕршывăн тĕп хулинче Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине халалланă республикăри округсен 5-мĕш футбол турнирне ирттернĕ.

Пирĕн округ чысне унта, тĕпрен илсен, Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕсен футболисчĕсем хỹтĕленĕ. Тăхăр команда тупăшăвĕнче вĕсем Патăрьелсене (3:1), Канашсене, Йĕпреçсене (2:1) парăнтарса финалта Каçалсемпе тĕл пулнă. Çивĕч кĕрешỹ ентешсем çĕнтернипе вĕçленнĕ — 1:0. Пирĕн командăри Александр Гаврушов «Чи лайăх вăйăçă», Владимир Ишмуратов «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ» ятсене тивĕçнĕ.

