Пурнăç кустăрми чăвашсене тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне илсе çитернĕ. Тăван çĕршывăн хăш-пĕр регионне çемйисемпе куçа-куçа кайса ялсем те йĕркеленĕ. Самар тăрăхĕнче те сахал мар вĕсем: XX ĕмĕр пуçламăшĕнче 135 шутланнă. 2010 çулта облаçре 101358 чăваш пурăннă пулсан, 2021 çул тĕлне — 46222. Шигон районĕнче пĕтĕмпе 3 чăваш ялĕ: Мулекель, Пỹтрекель, Тайдак.

Çу уйăхĕн варринче пĕрремĕш ялĕнче Василий Дмитриев (Мĕтри Ваçлейĕ) сăвăçа, çыравçăна, биологи наукисен кандидатне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи участникне асăнса пултарулăх каçне ирттерчĕç. Унта хутшăнма юнашарти Пỹтрекелсем Патреккел халăх хорĕн коллективне те йыхравланă. Вĕсемпе пĕрле 275 çухрăм инçешĕнчи йăхташсем патне çак йĕркесен авторĕ те çитсе килме кăмăл турĕ…
Пỹтрекель (Питрекель) район центрĕнчен 16 çухрăмра вырнаçнă. Ял тăрăхĕн центрĕ пулмасан та (вăл кỹршĕллĕ Суринскра вырнаçнă) кунта пĕтĕм кирлĕ объект пур: тĕп шкулпа ача сачĕ, культура çурчĕпе вулавăш, ФАП, почта çыхăну уйрăмĕ, чиркỹ, лавккасем. Таврара та пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем тахçанах çук. Ялти çĕрсем — хресчен (фермер) хуçалăхĕсен çирĕп аллисенче.
Пире ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Лягашина тата культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, вырăнти учрежденисен историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Эпир те пушă алăпа кайман: Елчĕк районĕн кĕске энциклопедине, халăх хорĕ çинчен çырнă брошюрăсене, Геннадий Борисовăн юрă кĕнекисене, республикăра тухса тăракан хаçатсене патăмăр. Аслă Аттелĕх вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне пĕтĕм йышпа чечек кăшăлĕ хуни — хăйне пĕлтерĕшлĕ пулăм.
Пỹтрекель
Ял 1683 çулта пуçланса кайнă. Халапран çакă курăнать: лайăх пурнăç шыраса çĕрсĕр виçĕ пĕр тăван — Маляк, Бадирек тата Симуляк (Смолька) кăнтăр енне çул тытнă. Вăрман тăрăх нумайччен çỹренĕ вĕсем. Пĕр кунхине пĕчĕк юхан шыв патне килсе тухнă. Ăна вĕсем Ăса тенĕ, вырăсла — Уса. Смолька, чаплă сунарçă, шыв юхăмне хирĕç çул тытать, Ăса пуçламăшĕнче чарăнать. Çурт лартать. Çапла вăл Смолькино (Ăсапуç) ялне никĕсленĕ.
Бадирекпе Малик, пулă тытма юратнăскерсем, шыв юххи майăн кайнă хыççăн сарлака вырăнта тĕпленме тĕв тытаççĕ. Çапла вара Пỹтрекель (Байдеряково) тата Мулекель (Малячкино) ялĕсем пуçланса кайнă.
Иккĕмĕш халап та 1-мĕшне чăна пырать. Пĕр тăван чăвашсем, Бадирекпе Малик, патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. Служба хыççăн çав вырăнтах ялсем йĕркеленĕ пулать.
Истори наукисен докторĕ В.Д.Димитриев хăйĕн «Чувашские народные предания» кĕнекинче Пỹтрекель ялне Патреккелтен куçнă темиçе çемье никĕслени паллă. Акчелтен те пулнă. Хальхи Шăмăршă округĕнчи Патирекрен (Байдеряково) те хушăннă çемьесем.
Çуртсене Ăса юхан шывĕ хĕррипе пĕкĕ евĕр виçĕ рет лартса тухнă. Ял йĕри-тавра, выльăхсем уя на тухайччăр тесе, çатан карта тытса çавăрнă. Çуртсем пĕчĕк чỹречеллĕ, сарайсем пурин те йывăç-туратран явса-çыхса тунăскерсем. Вăтам хресченсен чус хăмапа витнĕ çурчĕсем унта-кунта курăнкаланă, шуç тимĕрлисем пурĕ те 7 çеç: Герасим Дорофеевăн, Тимофей Романовăн, Кузьма Фроловăн… Революциччен унта 228 хуçалăха шута илнĕ, халĕ — 466. 2002 çулта 843 çын пурăннă пулсан, паянхи кун тĕлне — 675.
Хĕрарăмсем хĕллехи вăхăтра пир тĕртнĕ, ал ĕçĕ тунă. Пĕр пỹлĕмлĕ пĕчĕк çуртра пысăк йыша вырнаçма та меллех пулман паллах. Ачасем урайĕнче е кăмака çинче çывăрнă. Хĕлле-çуркунне вĕсен пỹрте кĕртнĕ пăрупа, сурăх путекĕсемпе юнашар та лекнĕ çĕр каçма.
Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен Пỹтрекельте 250 пуç лаша, 260 ытла ĕне-пăру, 1000 яхăн сурăх шутланнă. Пуянсем 3-4 ĕне тата лаша тытнă пулсан, чылай чухăнăн кусем ĕмĕтре кăна юлнă.
Уйрăм çынсен 2 бакалея лавкки, 1926 çулччен шыв тата çил арманĕсем ĕçленĕ. Ял çыннисен çĕр 1500 теçеттин кăна пулнă, вăл шутран 500 теçеттин пулăхлă лаптăка Егор Руссков хăйĕн ывăлĕсемпе арендăна илнĕ.
1918 çулта Пỹтрекель ял Канашĕ йĕркеленнĕ, пĕрремĕш председателĕ — Андрей Савельев. 1927 çулта 4-мĕш машина юлташлăхĕ туса хурсан, каярахпа вăл хăй тĕллĕнлĕ «Уса» колхоз пулса тăрать.
Коллективизацин малтанхи тапхăрĕ ялта 1929 çулхи çуркунне пуçланать. Унăн пĕрлĕхне тỹрех 14 хуçалăх кĕрет. Çав вăхăтрах тепĕр колхоз та йĕркеленет: «Факел». Çĕнĕ пĕрлешĕве тытса тăма уйрăм фонд кирлĕ, урăхла каласан, лашасем, çĕр хатĕрĕсем, сухасем, сỹресем. Ака тума тырă килсерен пуçтарнă. Ĕçе «çăмăллатма» кулак шутланнă ялти кашни 10 çемьене çаратнă. Колхоз правленийĕ уйрăм çыннăн çуртĕнче вырнаçнă. Правлени членĕсем те хирте ыттисемпе пĕрле пилĕк авнă. Пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçланă, апатлану та ушкăнпа. Кĕркунне тĕлне колхоза хресчен хуçалăхĕсен 70 проценчĕ кĕнĕ. Анчах вăл çулхине тыр пул тухăçĕ питĕ пĕчĕк пулнăран тата техника çитменрен нумайăшĕ каялла тухнă. 1931 çулта «Свобода» ятпа çĕнĕрен чăмăртанать колхоз. Ерипен ура çине тăма пуçлать. Патшалăх енчен те пулăшу пур, çак тĕллевпе ятарласа «Райколхозсоюз» комисси туса хунă. Çĕнĕ машинăсем уйăрма пуçланă. Хуçалăхри 4 бригадăна та икшер лаша сеялки, лобогрейка, пĕрер кĕлте çыхмалли хатĕр тивĕçнĕ. Тырă вырасси, авăн çапасси пур пĕрех алăран кайман-ха.
1934 çулта колхозниксем пысăк тухăç илнĕ. Çавна май вĕсене ведомость тăрăх кашни ĕç кунне шута илсе 1200-шер грамм тырă панă. Вырма тапхăрĕ вĕçленсен ĕç кунĕпе килĕшỹллĕн тата 4-шар килограмм хушнă.
1945 çулта ялти икĕ хуçалăх «Свобода» колхоза чăмăртаннă. 1957 çулта, колхозсемпе совхозсене пĕрлештерсе пысăклатнă май, вăл «Суринский» совхозăн 2-мĕш уйрăмĕ пулса тăрать. 1989 çулта Пỹтрекелсем ку йышран тухса «Колос» колхоз туса хураççĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл та уçă акционерсен «Сызраньсельмаш» обществин хушма хуçалăхĕ пулса тăнă. 2010 çул тĕлне ĕçлекенсен йышĕ 127, çĕр ĕç культурисен лаптăкĕ — 3420 гектар.
1983 çул пуçламăшне ялта уйрăм çынсен 18 çăмăл автомашина, 140 мотоцикл, 290 телевизор пулнă. Ял çыннисем паянхи кун тĕлне 19 ĕне, 3 лаша тытаççĕ.
Шкул
Ялта виçĕ çул вĕренмелли пĕр класлă чиркỹ-прихут училищи 1885 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче уçăлнă. Вунă çул иртсен Санкт-Петербургри Императорăн Ирĕклĕ экономика обществи çумĕнчи пĕлỹлĕх комитечĕ тĕрĕслев ирттернĕ. Вăл вăхăта 35 ача, çав шутран 5 хĕр ача вĕреннĕ. Тỹлевсĕр.
1902 çулта 2 класлă 4 çул вĕренмелли училище йĕркеленет. Çакăн валли кирпĕч çурт тума палăртнă, анчах ял старости Г.Акимов транспорт паманнипе строительство материалне кỹрсе килеймен. Вăл пурлăхпа тата укçа-тенкĕпе çĕнĕ шкул çуртне Сызраньтен инçе мар Троекуровкăра туса лартнă. Вăл халĕ те сыхланса юлнă.
1914 çул тĕлне хут пĕлнисем 50-60 çынран ытла пулман, вĕсенчен — 5-6 хĕрарăм. Халăхăн пысăк пайĕ вырăс чĕлхине пĕлмен.
Революци хыççăн училище «статусĕ» 4 класлă пуçламăш шкула куçать. 1937 çултан — 7 çул вĕренмелли, 1955 çултан — вăтам шкул. 1974 çулта хальхи, 450 вырăнлăх шкул çуртне, çĕкленĕ. 1983-1984 вĕренỹ çулĕнче районти социализмла ăмăртура çĕнтерсе «Тĕслĕхлĕ шкул» ятне тивĕçнĕ. 1998 çулта газификациленĕ. 2002 çултанпа — тĕп шкул. 50 ача вĕренет. Пỹтрекельтен кăна. Вăтам пĕлỹ илме 6 çухрăмри Мулекельне çỹреççĕ.
— Шкула хупас ыйту тухса тăмасть-и? — ыйтатăп 19-мĕш шкул директорĕнчен Ирина Фуражкинăран.
— Сăмах та çук, — пулчĕ хурав.
Ирина Викторовна чăвашла питĕ лайăх калаçать. Хăйĕн 5 ачине те çапла çитĕнтернĕ.
Шкул çурчĕ, тỹрех калар, хăтлăхĕпе, юсавлăхĕпе пирĕн округри вĕренỹ учрежденийĕсене çитеймест паллах. Унта экскурси йĕркеленĕрен çарпа патриотла ĕçе пысăк тимлĕх уйăрни палăрчĕ. Коридорта тĕрлĕ вăрçă витĕр тухнисене халалланă стендсем. СВОра пуçĕсене хунă паттăрсем çинчен, вĕсем 5-ĕн, тулли информаци илме пулать. «Çăлкуç» музей пỹлĕмĕнче вĕсен япалисене те чыслăн упраççĕ. Сăмах май, ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 350 çын хутшăннă, вĕсенчен 163-шĕ каялла таврăнайман. Паян пĕр вăрçă участникĕ те пурăнмасть.
1998 çултан, «çỹлтисен» хушăвĕпе ĕнтĕ, шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме пăрахнă. Çитĕннисем хушшинче аван пуплекенсем те пур, теприсем хутăшла сăмахлаççĕ е «пĕлместĕп, анчах ăнланатăп» теççĕ. Мĕн тĕлĕнмелли? Кунти ачасем вырăсланса пыни шăпах çав пулăм патне илсе пырать акă. Пỹтрекельте чăвашлăх вуçех сỹннĕ тесшĕн мар. Шкулта ачасен «Сувар» фольклор ушкăнĕ пур, Мĕтри Ваçлейне халалланă мероприятире вăл чăваш халăх юррисемпе, ташшисемпе паллаштарчĕ.
Культура
Икçĕр вырăнлă культура çуртне 1988 çулта тунă, икĕ çул каялла тĕпрен юсанă. Фойе, зал çап-çутă, çемçе креслосем пĕтĕм ỹсĕмри çынна ларма меллĕ. Музыка оборудованийĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Сцена костюмĕсене унта ĕçлекенсем пĕтĕмпех хăйсем çĕлесе хатĕрленĕ. Пилĕк кружок ĕçлет, çав шутран 3-шĕ — çитĕннисен. Вĕсем районти кăна мар, облаçри конкурс-фестивале час-часах хутшăнни те хăйех лайăх кăтарту.
Вулавăш та çавăнтах вырнаçнă. Кĕнеке фондĕнче чăвашлисем — 343. Çĕннисене тахçанах уйăрман. Пуррисене те вулакан çукпа пĕрех. Çитес çул чăваш наци уйрăмлăхне тĕпе хурса тĕслĕх библиотеки йĕркелеме палăртнă.
Чиркỹ
Живоначальная Троица чиркĕве 1880 çулта хăпартнă. Чылай çул маларах Григорий Руссков ертсе пынă паломниксен ушкăнĕ Палестинăна тата Çветтуй Афон тăвĕ çине çитсе килнĕ. Иерусалимра чиркỹ тума пил илнĕ, ладан, хĕрес, иконăсем, тĕн кĕнекисем парса янă. Виçĕ çултан тин таврăннă вĕсем çветтуй вырăнсенчен. Вунă теçеткене çитиччен пурăннă Григорий Николаевич пĕтĕм вăй-халне чиркỹ тума панă.
Пачăшкăсем улшăнсах тăнă. 1915 çулта унта Лаш Таяпапа юнашарти Рункă чăвашĕ, Хусанти тĕн семинарине пĕтернĕ Николай Дементьев ĕçлеме пикеннĕ. Çемьере 5 ача. Асли 101 çула çитиччен пурăннă. Вăл 8 çулта чухне амăшĕ тифа пула çĕре кĕнĕ. 30-мĕш çулсенче вĕсен çемйине те кулаксен йышне кĕртнĕ — Çĕпĕре янă. Тăватă çултан таврăнсан чиркỹре ĕçлеме условисем пулман ĕнтĕ.
Хĕсĕрлỹ кунпа кăна вĕçленмен. Ачисене вĕренме паман, ĕçе те илмен. Хусана куçса кайсан Николай Дементьевич психбольницăра склад заведующийĕнче ĕçлет. 24 çул. Сасси лайăх пулнăран ăна Мускава артиста та йыхравланă — килĕшмен.
Склада çаврăннă чиркỹре каярахра клуб, библиотека йĕркеленĕ, алтарь сцена вырăнне пулнă, кино кăтартнă.
2005 çулта юсаса çĕнетнĕ чиркỹ çĕнĕрен уçнă хăйĕн алăкне…
Шухăшсен вĕçĕнче Мулекельте иртнĕ мероприяти патне таврăнар. Унта шкул ачисем, çав шутра Пỹтрекельсем те, Мĕтри Ваçлейĕн сăввисене пăхмасăр каларĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Çитĕннисен пултарулăх ушкăнĕсене те сцена уçă пулнă май, вĕсен йышĕ пĕчĕк марччĕ. Уява вара тулли программăпа Чăваш АССР тата РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халăх хорĕн пĕр ушкăнĕ вĕçлерĕ. Вĕсен çĕкленỹллĕ юрри-кĕввипе куракан лăпкăн ларма пултарĕ-и вара? Вĕçĕмсĕр хыттăн алă çупни, «Маттур!» тесе кăшкăрни, хăшĕ-пĕри ташша яни юрăçсен ăсталăхĕн тулли çĕклемĕ мар-и? «Чăваш сăри» юрă çемĕпе зала анса хористсем халăха Патреккел сăрипе, чăкăчĕпе сăйларĕç, пурте пĕрле чăваш халăх юррисене малалла шăрантарчĕç.
Делегаци ертỹçи — Елчĕк муниципалитет округĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова Пỹтрекельсемпе Мулекельсене ăшă йышăнушăн тав турĕ, туслă çыхăну кĕперне çирĕплетес тĕллевпе вĕсене Кĕçĕн Пăла тăрăхне хăнана йыхравларĕ.
Николай МАЛЫШКИН.

