Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак амăшне — Тав сăмахĕ

Салтак амăшне — Тав сăмахĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр ентешсен амăшĕсен ячĕпе Тав çырăвĕсем килсех тăраççĕ.

Нумаях пулмасть ывăлĕ тăракан çар чаçĕнчен Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Луиза Козлова ячĕпе те Запорожьерен тав туни çитнĕ. Унта çар чаçĕн командирĕ çакна палăртнă:

«Тулли кăмăлтан пĕлтеретĕп: сирĕн ывăлăр, Сергей Михайлович Козлов, çар операцине хутшăннă май хăйĕн патриотла тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Тăван çĕршыв интересĕсене хỹтĕлессинче Эсир панă пехиле асра тытса пуçарулăх, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартать. Вăл пирĕн чаçри салтаксемшĕн — ырă тĕслĕх.

Сире Раççей Федерацийĕн хỹтĕлевçин тивĕçне чыслăн пурнăçлакан ывăл çитĕнтернĕшĕн, воспитани панăшăн чĕререн тав тăватăп, нумай çул пурăнма сывлăх сунатăп».

Михаил Петровичпа Луиза Федоровна Козловсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ. Сергей, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтерсен, Кабардино-Балкар Республикинче çар службинче тăнă. Ун хыççăн тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ.

— Мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине кайма повестка илсен унăн пĕр иккĕленỹ те пулмарĕ, — пĕлтерет амăшĕ. — «Манăн çемье çук — каймаллах», — терĕ.

С.Козлов çар присягине тивĕçлипе пурнăçлани, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни ăна «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланинчен те паллă.

Сергей пурнăçра яланах активлă вырăн йышăннă. Юрра-кĕвве çывăх пулнăран, округ центрĕнчи культура керменĕнче те хăйĕн пултарулăхĕпе пĕр хутчен мар паллаштарнă вăл.

Паттăр салтака çĕнтерĕве çывхартма Турă упратăрах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code