Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

КИРЕ ПУКАНĔ йăтакансем черетлĕ çитĕнỹпе савăнтарнă — Шупашкарта иртнĕ чемпионатра 18 призлă вырăн çĕнсе илнĕ. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Олег Федоров командинчи «ылтăн» атлетсене палăртсах хăварар: Виктория Андреева, Евгения Изратова, Анжела Уткина, Наталия Мартынова (Елчĕк шкулĕ), Олег Салмин (Çирĕклĕ Шăхаль), Тарас Пупин (Çĕнĕ Пăва), Анатолий Узюкин (Таяпа Энтри), Александр Павлов (Кавал), Аэлина Чайкина (Элекçей Тимеш).

ТРИАТЛОН. Ăна ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, йĕлтĕр спорчĕн тата хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидатне Николай Адюкова асăнса ирттернĕ.

Спортсменсем йĕлтĕрпе чупса, пневматикăлла пăшалтан персе, унсăр пуçне арçын ачасем турникран туртăнса, хĕр ачасем урайĕнчен тĕртĕнсе ăмăртнă. Чи нумай очко пухса пьедесталăн «ылтăн» картлашки çине Арина Кантеева, Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк шкулĕ), Артем Перепелкин, Иван Ловкин (Çирĕклĕ Шăхаль), Надежда Скворцова, Андрей Кантеев (Елчĕк) хăпарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code