Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 10 ыйтăва пăхса тухрĕç. Халăх суйлавçисем чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн Уставне улшăнусем кĕртрĕç. 2-6-мĕш ыйтусемпе муниципалитет çĕрĕсен; сыхлав тата уйрăмах сыхлăх ыйтакан территорисен; тирпей-илем тытăмĕнчи; автомобиль транспорчĕн, хулари çĕр çийĕн çỹрекен электричество транспорчĕн тата çул-йĕр хуçалăхĕн тĕрĕслевĕсен; муниципалитетри çурт-йĕр тĕрĕслевĕн Положенийĕсене çирĕплетрĕç. Çирĕплетỹ проекчĕсемпе округ администрацийĕн право тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Оксана Игнатьева, округ пуçлăхĕн çумĕ — Елчĕк округĕн администрацийĕн территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ Алина Смирнова паллаштарчĕç.
Малалла халăх суйлавçисем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн 2024 çулхи апрелĕн 2-мĕшĕнчи 2Ỹ2-с номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç.
Е.ПЕТРОВА.

