Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхăн пĕр пайне

Халăхăн пĕр пайне

мобилизацилесси пирки тунă йышăнăва Елчĕк районĕнче пурăнакансем ăнланса йышăнаççĕ.

Раççей тăванла халăхсене, Раççее Киевăн нацистла режимĕнчен хỹтĕлеме тивĕç. Кунсăр пуçне Украина территорийĕнче ятарлă çар операцийĕ ирттернĕ çĕре хутшăнакан хамăрăн ентешсене те пулăшу кирлĕ.

Хальхи вăхăтра районта резервистсен ĕçĕсене пăхса тухас ĕçе вĕçлерĕç. Халĕ мобилизаци ушкăнне кĕртнĕ граждансене медицина комиссийĕ витĕр кăлараççĕ.

Мобилизациленнисем хăйсемпе пĕрле гигиена хатĕрĕсем, аялти кĕпе-йĕм, хунар, спорт калпакĕ, перчетке, хими грелки, мультитул илме пултараççĕ. Экипировка хатĕрĕсем те илме юрать. РФ Оборона министерстви, тĕпрен илсен, çар çыннине мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтерет.

Республикăра пурăнакансене тулли мар мобилизаци пирки хумхантаракан ыйтусене уçăмлатма Чăваш Енре «хĕрỹ лини» телефонĕ йĕркеленĕ. Пур ыйтупа та тỹлевсĕр «122» номерпе шăнкăравлама юрать. Унсăр пуçне республикăра пурăнакансем тулли мар мобилизаци пирки help21.ru ресурсра пĕлме пултараççĕ. Унпа пĕрлех Цифра министерстви хута янă @chuvash 122-bot чат-ботра ыйтусем çине хурав тупма май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code