Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци тата право кунĕсем

Пĕрлехи информаци тата право кунĕсем

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре, çав шутран пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем тавра калаçĕç, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕ – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун та. Çак кун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Романова та пулĕ. Район администрацийĕн 14-мĕш тата 19-мĕш пÿлĕмĕсенче çавăн пекех çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин секретарĕ Любовь Александрова, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем йышăнĕç. Унсăр пуçне Елчĕкри нумай функциллĕ, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче ятарлă специалистсем, право хуралĕн ĕçченĕсем, районти адвокатсемпе юристсем, нотариус ĕçченĕсем граждансен ыйтăвĕсем çине хуравлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code