Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă спортсмен, тренер

Паллă спортсмен, тренер

Тĕмерти Петр Федоровичпа Раиса Германовна 5 ывăлпа 1 хĕр çуратса ÿстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Федоровсен ачисем спортпа туслă.

Çемьери виççĕмĕш ывăл Алексей Петрович Федоров, спортра пысăк çитĕнÿ тунă. Вăл 1965 çулта çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Унтах велосипед спорчĕпе туслашнă, пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнă. 1984-1986 çулсенче çар службине Одессăри спорт ротинче тăнă. Велосипедпа чупас ăсталăха малалла туптанă. Одесса çар округĕн командин йышĕнче СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чемпионачĕсене, Варшава Договорне кĕрекен çĕршывсен Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ăмăртăвĕсене хутшăннă, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Çартан таврăнсан пĕр вăхăт Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Унтан Одессăна куçса кайнă. Унта шоссе çинче те, маунтинбайк енĕпе те /сăртлă-туллă вырăнсенче велосипедпа чупни/ пысăк ăмăртусене 1999 çулчченех хутшăннă. Унăн спортри юлашки çитĕнĕвĕ – Украина Кубокĕн çĕнтерÿçи /1999 ç./. Хальхи вăхăтра ветерансем хушшинче шоссе çинче тата маунтинбайк енĕпе ирттерекен ăмăртусенче тупăшать.

1999 çулта А.Федорова маунтинбайк енĕпе Одесса облаçĕн аслă тренерĕ пулма çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, «Скайлан Тим» велокоманда тренерĕнче ĕçлет. Одесса хулинче кашни çулах маунтинбайк енĕпе облаçри, Пĕтĕм Украинăри тата Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусене йĕркелекен те. Украина спорт мастерĕсене – 9, спорт мастерĕн кандидачĕсене – 49, пĕрремĕш разрядри 51 спортсмена хатĕрленĕ. Унăн воспитанникĕсем хушшинче Алексей Татровский 5 хутчен, Ольга Богданович 15 хутчен Украина чемпионĕсен ятне çĕнсе илнĕ. Çитĕннисем хушшинче çĕршыв чемпионĕсем, хĕр ачасемпе арçын ачасем, хĕрсемпе каччăсем хушшинче Украинăри тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерÿçисем йышлă.

Алексей Петровичăн шăллĕ те Геннадий велоспортпа туслă. Шупашкарта пурăнать. Çамрăк чухне республикăри, Атăл тăрăхĕнчи ăмăртусене хутшăннă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.

Н.ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code