Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Радио итлекенсен йышĕ ÿсĕ

«Тăван радио» сасси республикăн кашни ялне çитмелле.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн» директорĕпе Вадим Ефимовпа тата компани журналисчĕсемпе тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Наци телекуравĕ халăх юратакан, республика пурнăçне туллин çутатакан информаци çăл куçĕ пулса тăнă. Çитес вăхăтра вара «Тăван радио» сасси республикăн кашни ялĕнче янăрама пуçлĕ. Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх – сентябрĕн 27-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Палтиелте передатчик ĕçлеме пуçланă. Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырминче октябрĕн 18-мĕшĕнче вырнаçтарнă передатчик радиостанци кăларăмĕсене Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Канаш, Йĕпреç районĕсенче пурăнакансем патне илсе çитерĕ. Кĕçех Улатăрти тата Çĕмĕрлери передатчиксене ĕçе кĕртĕç.

Чăваш автономийĕн юбилейне халалланă

Симферополь хулинче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ.

Çак мероприятие Крым çĕрĕ çинче ирттерни халăх туслăхне çирĕплетес, музыка искусствине аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Вăл нацисем хушшинчи хутшăнусемпе культура йăлисене çирĕплетет. Çапла палăртнă Крым Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Манежкина.

Чăваш Ен культура министрĕ Константин Яковлев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисем шăпах Крымра старт илнине пĕлтернĕ.

Крымри уява Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх академи капеллин симфони оркестрĕ хутшăннă. Крымри Чăваш Ен культурин кунĕнче икĕ регион хушшинче пĕрлешсе ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пуснă.

Электронлă верси

СНИЛС вырăнне электронлă версине пама пуçланă.

Электронлă çĕнĕ документ – Раççей Пенси фондĕнчен паракан уведомлени – «симĕс пластик карточкăна» улăштарать. Асăннă уведомленире СНИЛСри кăтартусенех палăртаççĕ: уйрăм лицевой счетăн страховани номерне /11 цифрăран тăрать/, хушамата, ята, ашшĕ ятне, çын çуралнă куна тата вырăна, арлăха, уйрăм /персонификациленĕ/ учет тытăмĕнче хăçан регистрациленине. Малтанхи СНИЛС та, уведомлени те пĕр танах. Унччен илнĕ страховани свидетельстви те халĕ те вăйрах тăрать. Малтанхи СНИЛСа ятарласа улăштармалла мар.

Черетлĕ диктант çырăпăр

Этнографие епле пĕлнине тĕрĕслеме Раççейре черетлĕ хут диктант çырĕç.

Акци ноябрĕн 1-мĕшĕнче иртет. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртекен диктанта пирĕн çĕршывра кăна мар, ют тăрăхра пурăнакансем те çырĕç. 30 ыйту пулĕ, вĕсенчен 10-шĕ регионсемпе çыхăннисем. 45 минут уйăраççĕ. Диктант çыракансен 100 балл пухма май пур. Пĕлĕве килтен тухмасăрах тĕрĕслеме пулать, www.miretno.ru сайта кĕмелле çеç.

Палăртмалла: пĕлтĕр акцие 392 пин çын хутшăннă. Чăваш Енрен – 1137 çын.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code