Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни – тупăшсен çăл куçĕ

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни – тупăшсен çăл куçĕ

Райадминистрацин пай пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем хутшăннипе пулса иртнĕ канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, фермăсене хĕле хатĕрлессипе мĕнле ĕçленин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă.

Тĕп ыйтусем тавра ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăнă. Отчетлă тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăхсем пурĕ – 14598, çав шутран ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 10748 пуç шутланнине, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, вĕсен хисепĕ 2,1 процент ÿснине палăртнă вăл. Уйрăммăн илсен, вĕсем «Энтепе» ОООра /180 пуç/, «Комбайн» ЯХПКра /72/, «Эмметево» ОООра /83/, «Победа» ОООра 34 пуç ытларах пулнă. Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвĕ районĕпе 1,7 процент ытларах, пурĕ – 5796 пуç шутланать. Сăвăнакан ĕнесем, малтанхипе танлаштарсан, «Победа» ОООра – 30, «Эмметево» ОООра – 28, С.Бобин хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче – 10, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра – 7, «Сатурн» ЯХПКра – 6, «Рассвет» ЯХПКра – 5, В.Смирнов тата Н.Портнова хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 5-шер пуç ытларах пулнă. Районĕпе 3053 пăру туса илнĕ. Ку енĕпе «Комбайн», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Победа», «Урожай» ОООсенче, «Сатурн» ЯХПКра, С.Антонова, С.Бобин хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче уйрăмах лайăх ĕçленине палăртса каламалла. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче хальхи вăхăтра 9335 пуç /102 процент/ сысна шутланать.

Выльăх-чĕрлĕх хисепне ÿстерни тивĕçлĕ шайри продукци туса илме, çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕллĕ пулма май парать. Ахальтен мар отчетлă тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 27319 тонна /104 процент/ сĕт туса илнĕ. Сĕт туса илессине, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, «Победа» ОООра /19 процент/, «Рассвет», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче /12/, «Эмметево» ОООра /16/, «Сатурн» ЯХПКра /10/, «Труд» ЯХПКра /11/, «Яманчурино» ОООра 6 процент ÿстернĕ.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчи кăтартусене тишкерес пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенчи мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра вăтамран 792 грамм, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 4,3 процент ытларах ÿт хушнă.

Отчетлă тапхăрта районĕпе 2469,8 тонна е 4,3 процент ытларах аш-какай туса илнĕ, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче – 1564,7 тонна, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче – 65,4 тонна. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, «Рассвет» ЯХПКра аш-какай туса илесси 27 процент, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра – 26, «Труд» ЯХПКра – 13, «Победа» ОООра 9 процент ÿснĕ.

Канашлура районти ветеринари станцийĕн ертÿçи Денис Баймушкин тухса калаçни те вырăнлă пулнă. Вăл, тĕпрен, хĕл тапхăрĕнче фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе санитарипе ветеринари йĕркисене çирĕп пăхăнса пăхса усрасси çинчен чарăнса тăнă. Пахалăхлă, пысăк хака тивĕçекен продукци туса илесси шăпах çакăнтан та нумай килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code