Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Шухăшлаттармаллах…

Шухăшлаттармаллах…

Округра Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви çумĕнчи саккуна хирĕçле сăра-эрех сутнине, спирт хутăшĕсемпе наркăмăшланса вилнине чакарассипе ĕçлекен ушкăн пулнă.

Асăннă ыйту çивĕччисен шутĕнче. Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче кăна регионти Роспотребнадзор управленийĕ алкоголь продукцийĕпе наркăмăшланнине 155 тĕслĕх тупса палăртнă, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 8,4 процент ỹснĕ. Вĕсенчен 49 çыннăн пурнăçĕ вилĕмпе вĕçленнĕ. Сăра-эрехпе сиенленни Вăрнар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай округĕсенче, çавăн пекех Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче ỹснĕ. Наркăмăшланнисенчен 80 проценчĕ — арçынсем. Пилĕк пулăмĕнче 17 çула çитмен ачасене регистрациленĕ.

Республикăра 2023 çулхи 1-мĕш кварталта пĕтĕмĕшле наркăмăшланнин 357 тĕслĕхĕ пулнă. Çав шутран 42 (2 вилнĕ) çын эмелпе, 26 — апат-çимĕçпе, 10 çын (2 вилнĕ) наркотикпа синленнине шута илнĕ.

Цифрăсем шухăшлаттармаллах…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code