Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар службине хатĕрлĕç

Çар службине хатĕрлĕç

«Воин» центрăн Чăваш Енри уйрăмĕнче 14-18 çулсенчи çамрăксемпе çарпа спорт хатĕрленĕвĕн тата патриотизм воспитанийĕн вĕрентĕвĕ йĕркелеме палăртнă.

Чăваш Республикин Правительствипе «Воин» çарпа спорт хатĕрленĕвĕн тата патриотизм воспитанийĕн центрĕ пĕрле ĕçлемешкĕн килĕшỹ алă пуснă. Вĕренỹ программипе пĕрлех çуллахи хатĕрленỹ те иртĕ. Центрăн Чăваш Енри уйрăмне кăçал «Звездный» лагерьте уçма палăртнă. Вăл çулталăк тăршшĕпех ĕçлетĕр тесе регион бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Çак уйрăм çамрăксене çар службине хатĕрлĕ, вĕсене çан-çурăмне тата кăмăлне çирĕплетме пулăшĕ. Программăпа килĕшỹллĕн, вĕренỹ 3 уйăх иртĕ. Çак вăхăтра çамрăксем пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлессине, виар-технологие тата ытти хăнăхăва алла илĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code