Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ кунта — 12 сетка

Виçĕ кунта — 12 сетка

Тăрăм территори пайĕнче пурăнакансем вăрăм кану кунĕсене сенкер экран умĕнче ларса ирттермен.

Тăрăм, Анатри Тимеш, Тип Тимеш ялĕсен хастарĕсем — тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем, шкул ачисемпе студентсем, пенсионерсем, вăхăтлăха ĕçлеменнисем тĕп культура çуртĕнче 3 кун тапхăрĕнче 12 маскировка сетки çыхма, 100 ытла окоп çурти хатĕрлеме пултарнă. Шкул ачисем вара, каннă вăхăтра, çĕршыв хỹтĕлевçисем патне çырусем те шăрçаланă.

Йĕркелỹ ĕçĕсене татса парассинче Тăрăмри Олег Егоров водитель, территори пайĕн ĕçченĕ Ирина Петрова уйрăмах нумай тăрăшнă.

— Ушкăнпа пурнăçланă ĕç сая каймасса шансах тăратпăр, — пĕр шухăшлăн пĕлтереççĕ ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code