Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр тăвансене асăнса

Пĕр тăвансене асăнса

Иртнĕ шăматкун Лаш Таяпара Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса йăлана кĕнĕ спорт уявĕ иртнĕ. Ăна халалласа кунта «Спорт – манăн шăпа» курав йĕркеленĕ.

Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Егоров, спорт ветеранĕ П.Сидоров тата ыттисем хутшăннă, спортсменсене ăнăçу суннă.

Лаш Таяпана Чăваш Енпе Тутарстанри 8 шкул спортсменĕсем килсе çитнĕ. Спорт уявне 300 ытла çын хутшăннă.

Кире пуканĕ йăтассипе хăйсен виçисенче К.Федорова, Д.Самсонов /Лаш Таяпа/, Ю.Степанова, К.Николаева /Тĕмер/, Е.Семенова, В.Семенов /Елчĕк/, М.Смирнова, М.Григорьев /Кивĕ Эйпеç/, Л.Иванов /Курнавăш/ çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

Йĕлтĕрпе чупассипе А.Сулейманова, Н.Сайкин, С.Тарасов /Пăва районĕ/, Ю.Краснова, В.Райков /Елчĕк/, О.Андреева /Карапай Шăмăршă/ пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

Шашкăлла выляса хăйсен ÿсĕмĕнче М.Михеева /Лаш Таяпа/, С.Муллин /Çирĕклĕ Шăхаль/ палăрнă.

Хоккейла выляссипе Патреккел шкулĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Лаш Таяпасемпе Елчĕксем. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе тата призсемпе чысланă.

Ăмăртусене сăнаса тăракансем йышлă пулни те савăнтарать. Ку турнирта рекордсем тăвасси малти вырăнта тăман, чи пахи – шкул ачисемпе ял çыннисем сывă пурнăç йĕркине тытса пыни.

Спорта юратакансене Лаш Таяпа культура çурчĕн пултарулăх ертÿçи Юрий Кашкăр, шкул ачисем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Ăмăртăва хутшăннă кашни çынна вĕри апатпа сăйланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code