Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Сывă пурнăç йĕркине мала хурса…

Çĕнĕ çул каникулĕ те сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Вăл тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Çав шутран икĕ дисциплинăпа кăна 3-шер ăмăрту иртнĕ. Унсăр пуçне округ тулашĕнчисене те хутшăннă. Нумайăшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хăй пулнă май, организаторсемпе спортсменсене сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынăшăн, çынсене уяв туса панăшăн тав тунă, малашлăхра ăнăçу суннă.

Йывăр атлетика

Шупашкарта çитĕннисен хушшинче Чăваш Ен Кубокне ирттернĕ.

Ентешсенчен пиллĕкĕн кубок хуçисем пулма пултарнă: РФ спорт мастерĕ Полина Андреева (Кавал), Ангелина Айметовăпа Тихон Александров (Елчĕк), Дмитрипе Артемий Перцевсем (Питтĕпел). Елчĕкри Илья Ишмуратов спорт мастерĕ тата Питтĕпелĕнчи Игорь Абрамов — 2-мĕш. Тихон унта çитĕннисен 1-мĕш спорт разрядне тултарнă.

х х х

Елчĕкри Спорт çуртĕнче йывăр атлетика никĕслевçисене — Николай Малькова тата Анатолий Убасева асăнса йĕркеленĕ турнирта 50 ытла атлет вăй виçнĕ.

Тăватă хулапа округри чи вăйлă штангистсене 14 виçе категорийĕнче палăртнă. Елчĕксенчен Богдан Карсаков, Матвей Горшков, Матвей Волков, Герман Романов, Илья Скворцов, Антон Айметов, Тихон Александров, Антон Кудряшов ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Турнира йĕркелесе ирттерме Евгений Убасев, Александр Портнов, «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд, «Веста» автошкул, «Impresa» фирма пысăк тỹпе хывнă.

Хоккей

Патреккел ялĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Сергей Миллин майора халалласа уçă турнир иртнĕ.

Хăйсен ăсталăхне тата вăй-халне кăтартма тăватă команда кăмăл тунă. Вĕсенчен чи пултарулли — «Елчĕк» (Шупашкар) команда. Вăл 30 пин тенкĕлĕх укçан приза тивĕçнĕ. «Кăнтăр ен», «Лаш Таяпа» командăсем те «пайсăр» юлман: призерсен йышне кĕнĕрен — вĕсен 20 пин тата 10 пин тенкĕ. «Елчĕк МО» коллектива 5 пин тенкĕ парса хавхалантарнă. Уйрăм ăста хоккеистсене кубоксемпе чыслани те кăмăллă.

х х х

Аслă Елчĕксем 30 çул ытла физкультура учителĕнче ĕçленĕ, округри спорт аталанăвне пысăк тỹпе хывнă Виталий Афанасьева манмаççĕ.

Ун ячĕпе йĕркеленĕ 6-мĕш турнирта шкул ачисен виçĕ команди тĕл пулнă. Хăвăртлăх, çивĕчлĕх, вăр-варлăх — кашни командăн витĕмлĕ паллисем, çавна май малтанхи икĕ тĕл пулу буллит çапасси патне илсе çитернĕ. Çав вăхăтрах Аслă Елчĕк команди тĕп вăйăра çĕнтерсе 3 очко илнĕрен 1-мĕш вырăн йышăннă. «Патреккел-Елчĕк», «Лаш Таяпа-Яманчỹрел» командăсем призерсен йышне кĕнĕ.

Турнира Афанасьевсен çемйи хальхинче те çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. Командăсене кубоксемпе, 10 пин, 7 пин, 5 пин тенкĕ, чи лайăх виçĕ вылякана та кубоксемпе, 5-шер пин тенкĕ, судъясене пĕрер пин тенкĕ укçан призсемпе чысланă.

х х х

Яманчỹрелте вырăнти хоккей вăййин йĕркелỹçине Александр Ефимова асăнса турнир ирттересси йăлана кĕнĕ.

Кăçал ăна икĕ ушкăнра — 2010-2012 çулсенче тата 2007-2009 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче ирттернĕ. Кил хуçисем иккĕшĕнче те кубоксене хăйсенчен вĕçертмен.

Сăмах май, Юрий Рахмуллин тренер ертсе пыракан команда (2008-2009 ç. çур.) кану кунĕсенче Тутарстанри Çĕпрелте те вăй виçме ĕлкĕрнĕ. Унтан тăватă командăна парăнтарса çĕнтерỹпе таврăннă. Арина Сергеева вара куракансен призне тивĕçнĕ.

Ирĕклĕ майпа

кĕрешекенсене Хĕл Мучипе Юр пике «Улăп» ФОКа Çĕнĕ çул турнирне йыхравланă.

Çамрăк спортсменсем пурте «Елчĕк çамрăкĕсем» фондăн пылак кучченеçĕсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Александр Портнов тренер-преподаватель виçĕ номинанта, «Победа» ООО директорĕ Николай Головин уйрăм атлетсене хавхалану призĕсемпе чысланă. Хăйсен виçисенче 1-мĕш вырăна вара Ксения, Милана тата Михаил Миллинсем, Кирилл Александров, Александр Головин, Сергей Агеев, Тимофей Антонов, Арсений Левый, Владимир Васильев, Константин Никитин, Богдан Пыркин, Герман Илеменев тухнă.

Каласа хăвармалла: Лаш Таяпасем Иван Павлов ятне чысласа кĕрешекенсен тата алă вăйĕ виçекенсен ăмăртăвĕсене йĕркеленĕ.

Мини-футбол

«Улăп» ФОКра Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ, йывăр атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ Павел Портнов ячĕпе уçнă ăмăртăва округри шкулсен 7 команди хутшăннă.

Футболистсем (2011 çулта тата каярах çуралнисем) пысăк хĕрỹлĕхпе ăнтăлса вылянă. Анчах çĕнтерỹçĕ пĕрре кăна пулать çав: вăл — «Легион», финала Елчĕк шкул командипе 4:0 шутпа вĕçленĕскер. Çирĕклĕ Шăхальсем — 3-мĕш. Асăннă ушкăнсенчи Антон Никонов, Тимофей Антонов, Богдан Матросов — чи маттуррисем.

х х х

ФОКри юстици лейтенантне Владислав Лепешкина халалланă турнир 12 командăна пуçтарнă.

Çивĕч тĕл пулусенче чи нумай очко пухса Шупашкарти «ОМОН» команда кубок хуçи пулса тăнă, «Акпарс» (Йошкар-Ола»), «Лаш-Таяпа-1», «Кушелга» — 2-4 вырăнсенче. Вĕсене 15 пин, 12 пин, 9 пин, 7 пин укçан призпа чысланă. «ОМОНри» Александр Иванов, «Лаш Таяпари» Евгений Яковлев, «Акпарсри» Никита Смирнов, «Кушелга» командăри Владимир Михеев тĕрлĕ номинацире чи лайăххисен йышне кĕнĕ.

х х х

Çĕнĕ çулăн иккĕмĕш кунĕнче ФОКра Елчĕк урамĕсен командисен черетлĕ ăмăртăвĕнче 6 команда тупăшнă.

Пĕтĕм тĕл пулăва ăнăçлă вĕçлесе Комсомол урамĕн çамрăкĕсем, пĕлтĕрхи 3-мĕш призерсем — чи малтисем. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене кăçал «çĕннисем» йышăннă: «Ырсамай» микрорайон тата Мир урамĕ.

Юлашки çулсенче округри спорта аталантарассинче «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд нумай тăрăшать. Çак турнир та унăн пуçарăвĕпе тата пулăшăвĕпе иртнĕ.

Сĕтел çи теннис

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Александр Портнов тренер-преподаватель пуçарнипе «Йывăр атлетика» секцине çỹрекенсем тупăшнă.

Çирĕм çамрăк спортсменран пьедестал çине Антон Айметов, Никита Яковлев, Тихон Александров хăпарнă. Александр Павлович хăех спонсор тивĕçне пурнăçланă. Наставник ачасене хавхалантарма пĕлетех çав.

х х х

Асăннă учрежденирех Раштав уявĕнче «Ватăлман ракеткăсем» клуб членĕсем — 60 çултан иртнисем ăмăртнă.

Пĕрремĕш вырăна кăçал Николай Адюков тухнă, Петр Козловпа Александр Филиппов — призерсем.

Палăртмалла: теннис вăййин ăстисем канмалли кунсемсĕр пуçне кашни кунах 9 сехетрен пуçласа 11 сехетчен хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Ултă теçеткене хыçала хăварнисене хапăлах вĕсем.

ГТО

Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕнче шкулсенчи спортзалсем те пушă тăман.

Пĕтĕм сакăр вĕренỹ учрежденийĕнче ачасем тĕрлĕ норматива парăнтарнă: кире пуканĕ йăтассипе, турник çинче туртăнассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code