Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялав умĕнче – хуралта

Ялав умĕнче – хуралта

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн районти вĕренÿ учрежденийĕсенче çулсеренех «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнче – хуралта» акци йĕркеленет.

Кăçал вăл апрелĕн 17-мĕшĕнче пуçланать те майăн 9-мĕшĕччен тăсăлать. Акцие вĕренекенсемпе пĕрле ветерансен организацийĕсем, патриотла клубсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем тата ытти обществăлла организацисем хутшăнма пултараççĕ.

Паллă уява халалласа çавăн пекех апрелĕн 13-мĕшĕнчен «Асăну вахти» уйăхлăх та старт илнине палăртар. Çак тапхăрта шырав отрячĕсем çапăçура пулнă салтаксен вырăнĕсене тĕпчеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code