Октябрĕн 28-мĕшĕ — Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалли кун.

Асăннă дата кăçал уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: тăшмана чарса лартмалли объекта тума пуçланăранпа 85 çул çитрĕ. Историе кĕрсе юлнă событи пĕлтерĕшне тĕпе хурса округри тĕп вулавăшра Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 10-мĕш класра вĕренекенсемпе тавра пĕлỹ сехетне йĕркеленĕ.
Валентина Гаврилова библиотекарь ачасене 40 градуслă сивĕ çанталăкра тарăн канавсем чавнă çынсен паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Вăй, вăхăт тата техника çитмен пулсан та ĕçе хăйсене хĕрхенмесĕр хăвăрт пурнăçланă. Хỹтĕлев чиккине тума хутшăннă хĕрсемпе хĕрарăмсен хастарлăхĕпе чăтăмлăхĕнчен, кăмăл-туйăм вăйĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать.
Вĕренекенсем ятарлă кĕнекесемпе паллашнă, ыйтусем çине татăклă хуравсем илнĕ.
Аса илтеретпĕр: 2022 çулта Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче чĕмсĕр чикĕ паттăрĕсене асăнса мемориал уçнă. Çулсерен пин-пин çын чарăнать унта, чĕрĕ чечексем хурать…

