Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тирпейлĕхе хăнăхар

Тирпейлĕхе хăнăхар

Кил-хуçалăхра тата хамăр пурăнакан е ĕçлекен территорисенче тасалăхпа тирпей-илем хуçаланни кăмăла çĕклет.

Юлашки çулсенче ырă пулăм вăй илсе çирĕпленни коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухассипе те çыхăннă. Унччентерех тĕрлĕ ăпăр-тапăра çырма-çатрана пăрахнă пулсан, халĕ ятарлă контейнерсем вырнаçтарни ял çыннисемшĕн питĕ меллĕ. Çапах та час-часах мĕн асăрхатăн-ха? Хăшĕ-пĕри, те хăнăхнăран, çỹп-çап тĕркемне контейнер умне ывăтса хăварать. Пушăскер умне тепĕр утăм тума ỹркенеççĕ иккен.

Контейнер площадкипе юнашар диван-кресло таврашне кăларса хуни пирки те хаçатра пĕрремĕш хут çырмастпăр. Пур пĕрех усси çукрах. Вĕсене салатсан кил-тĕрĕшре усă курмалли материалсемех тума пулать-çке.

Çак таранччен хытă каяша турттарса тухассине Елчĕкри «Стройэнергосервис» ООО хăйĕн çине илнĕччĕ. Халĕ Шупашкарти «Тасат» сахал яваплă общество ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code