Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан И.Н.Теллинан 2026 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчи 192-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Комбайн» ял хуçалăх кооперативĕнчи Алина Алексеевна ТЕЛЛИНА мăйракаллă шултра выльăхсене пăхакан оператор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл пăхакан выльăхсен 10 уйăхри талăкри ỹт хушаслăхĕ 1060 грампа танлашнă.

