Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ушкăнпа – пĕрлĕхре

Ушкăнпа – пĕрлĕхре

Райадминистраци çумĕнчи çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин кашни ларăвĕ тарăн шухăша ярать, мĕншĕн тесен кунта пăхса тухакан ĕçсем ачан пурнăçĕпе, шалти тĕнчипе çыхăннă. Шăпах комисси членĕсен тĕрĕс йышăнăвĕсем, вĕсен калаçăвĕ-сĕнĕвĕсем ачана, çемьесене тÿрĕ çул çине тăма пулăшаççĕ, вĕсен пуласлăх шăпи çине пысăк витĕм кÿреççĕ.

Юлашки вăхăтра ларусенче çул çитменнисем эрех-сăра ĕçнипе çыхăннă ĕçсем чылайланни, вĕсен хушшинче хĕр ачасем те йышлă пулни пăшăрхантарать. Хальхинче Елчĕк ял тăрăхĕнчи 16 çулхи арçын ача ĕçне пăхса тухрĕç. М. 9-мĕш класс хыççăн хулана профтехучилищĕне вĕренме кайнă, анчах та унта çÿреме пăрахнă. «Мĕншĕн каймастăн вĕренме;» ыйту çине çапларах хурав парать: «Килĕшмест мана унта». Малалла пĕлĕвне шкултах тăсас кăмăллă вăл. Çамрăк каçхине ял çывăхĕнчи посадкăра юлташĕсемпе пухăнса тусĕн çуралнă кунне паллă тунă, аслисемпе пĕрле эрех ĕçнĕ, табак туртнă. Уяв хыççăн килне çитсен йывăр пулнă ăна, васкавлă пулăшу ĕçченĕсене чĕнсе илме тивнĕ. М. комисси членĕсем умĕнче çакăн евĕр тĕслĕх пуçласа пулнине пĕлтерчĕ. Чи кирли – ача çак пулăма тарăннăн тишкерсе пĕтĕмлетÿ тутăр, тÿрĕ çултан ан пăрăнтăр.

Ларура комисси секретарĕ Любовь Александрова çул çитменнисем тăвакан преступление профилактикăлас, вĕсене тимлĕх уйăрас тата çапкаланса çÿресрен асăрхаттарас тĕллевпе комисси пурнăçласа пыракан ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта ларусенче пурĕ 60 ĕç пăхса тухнă, çав шутран çул çитменнисен тĕлĕшĕпе – 13, ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе пуçарнă 44 ĕç. Хальхи вăхăтра комиссинче 8 çул çитмен çамрăк, 35 çемье /вĕсенче 75 çул çитмен ача çитĕнет/ шутра тăраççĕ. 12 уйăхра пурĕ 12 ăнăçсăр çемьене, 8 çул çитмен çамрăка учета тăратнă, 6 çемьене тата 11 çул çитмен ачана учетран кăларнă. Ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, вĕсене пушă вăхăтра çапкаланса çÿресрен асăрхаттарасси, ăнăçсăр çемьесене тупса палăртасси тата вĕсемпе тивĕçлĕ ĕçлесе пырасси, йывăр ачасене асăрхаса тăрасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Ку ĕçре районти пур профилактика субъекчĕпе килĕшÿре ĕçлесе пырать комисси. Çулталăк тăршшĕпе иртнĕ пĕрлехи рейдсем те çак тĕллевсемпех йĕркеленнĕ. Кăçал районта çул çитменнисем тунă 2 преступление регистрациленĕ.

Комисси членĕсем ытти ĕçсене те пăхса тухрĕç, киревсĕр çул çине тăнă йывăр ачасене тата çемьесене учета илчĕç, ачасен çумне обществăлла воспитательсем çирĕплетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Ларăва комисси председателĕ – райадминистрацин пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ, çул çитменнисене тимлĕхре тата хÿтлĕхре тытас, вĕсене киревсĕр çул çине тăрасран асăрхаттарас ĕçре пурин те активлă ĕçлемеллине палăртрĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code