Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çула йĕркене кĕртеççĕ

Çула йĕркене кĕртеççĕ

Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăракан укçапа 2022 çулта Шупашкарти База тăкăрлăкне юсама палăртнă. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăну кăларнă.

Тăкăрлăкри автоçул 1,1 çухрăма тăсăлать, ăна çĕнетме 104,1 миллион тенкĕ уйăрмалла. Тĕп хулан пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ кăçал унăн проектпа смета документне хатĕрлесе экспертиза витĕр кăларттарать. Тăкăрлăкпа çÿрекен водительсем, кунти предприятисен укçипе хывнăскер, тахçанах кивелнине, çумăр шывĕ асфальт тăрăх шавласа юхнине пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çитес çултан вăл çĕр айне хунă пăрăхпа кайса тăрĕ. Çула хăйăр, вĕтĕ чул, асфальт çĕнĕрен сарĕç.

Çав объектпа çыхăннă Автоюсав тăкăрлăкĕн 530 метра тăсăлакан сыпăкне те 2022 çулта çĕнетме палăртнă. Ку тĕллеве пурнăçлама 74,1 миллион тенкĕ куçараççĕ. «2022 çулта Шупашкарта 20 çул сыпăкне юсама палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code