Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фонд туса пĕтерĕ

Фонд туса пĕтерĕ

Пая кĕрсе пурăнмалли вырăн тутаракансен правине хÿтĕлекен фондăн сăнав канашĕн ларăвĕнче Шупашкарти Юхан шыв лапамĕнчи «Ривьера» пурăнмалли комплекса туса пĕтерме фондран укçа уйăрма сĕннĕ.

Строительсем кунти нумай хваттерлĕ çурта 2015 çултах хăпартма тытăннă, анчах халĕ те хута яраймаççĕ – 128 çемье хваттер уççи кĕтет. ЧР Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, ăна ĕçе кĕртиччен вăхăт самаях иртĕ. Федераципе республика фончĕсем пĕр-пĕрин хушшинче объекта строительство организацийĕнчен илсе туса пĕтересси пирки килĕшÿ çирĕплетнĕ, суд йышăну кăларсан унпа туллин хуçаланма регион фондне шанса парĕ. Çакăн хыççăн объекта вĕçлемешкĕн ĕç миçе процент юлнине уçăмлатма техника тĕпчевĕ ирттерĕ, çуртăн проектпа смета документне те çĕнетĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code