Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хушусене – вăхăтра

Хушусене – вăхăтра

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ анлă канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă, пурте пĕр шухăшлă пулса татса памалли кирлĕ ыйтусем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

…Иртнĕ эрнере районта ГКЧС ертÿçи Олег Яковлев, унпа пĕрле гражданла оборона мероприятийĕсемпе тивĕçтерекен служба ертÿçин çумĕ Вениамин Петров пулса курнă вăхăтра сÿтсе явнă ыйтусем çу уйăхĕсенче уйрăмах çивĕч пулма тивĕçлĕ. Çуллахи вăхăтра шыв çинчи сыхлăха çирĕплетмелли пирки сахал мар сăмах хускататпăр пулин те, инкек-синкекĕ хыçранах çÿрет. 2020 çулхи шыва кĕмелли тапхăрта республикăра 23 çын, кăçал сезон пуçланнă-пуçланманах 5 çулхи ача шыва путса вилни шухăшлаттарать анчах мар, чĕрене те ыраттарать. ГКЧС специалисчĕсем ку чухне шыва кĕмелли ятарлă хăрушсăр вырăнсем йĕркелесси пирки пирĕн районта пулнă вăхăтра та хытарсах çирĕплетнĕ. Пушарсем пирки калас пулсан та, вĕсем ытларах çуллахи вăхăтра пулаççĕ. Вĕсенче ăнăçсăр çемьесемпе пĕччен пурăнакан ватă çынсем ытларах шар кураççĕ. Çакна республика территорийĕнчи юлашки вăхăтра пулнă тĕслĕхсем те уççăнах çирĕплетсе параççĕ. Вут-çулăм тухассине асăрхаттарас тĕллевпе специалистсем уйрăм кил-çуртсенче тĕтĕм тухни çинчен систерекен приборсем вырнаçтарассине ĕçе кĕртме сĕнеççĕ. Ку чухне ял тăрăхĕсен администрацийĕсен яваплăхĕ, чăннипех, пысăк.

– Хушусене вăхăтра пурнăçлассишĕн пĕрле ĕçлемелле, – терĕ Леонард Левый.

Çавăн пекех районта ĕçлĕ тĕл пулупа Чăваш Республикинчи конкурентлă политика тата патшалăх тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова та пулса курнă. Район администрацийĕн специалисчĕсемпе тĕл пулнă май, вăл патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене пурнăçламалли аукционсене хутшăннă чухне тимлĕх ыйтакан хăш-пĕр самантсем, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн кашни çул июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса палăртакан тÿлевсен виçи çинчен чарăнса тăнă. Служба тытăмĕнчи малашнехи ĕçе централизацилесси, ăна цифра платформисем çине куçарасси пирки те юлашки вăхăтра тăтăшах аса илтереççĕ.

Паянхи тепĕр çивĕч ыйту вăл – коронавирус чирĕнчен хÿтĕленсе вакцинаци тăвасси. Леонард Левый районĕпе илсен вакцинаци кăтартăвĕсем япăх пулнипе кăмăлсăр. Çак вăхăтчен 1500 çынна анчах прививка тунă. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара хăрушă чиртен асăрханса районти 8300 çынна вакцинаци витĕр кăларма ĕлкĕрмелле.

Инфекципе çыхăннă ыйту районта çав-çавах çивĕч. Пĕр хутчен чирлесе ирттернĕ çынсен тепĕр хутчен тата йывăртарах чирлеме пултарас, чир вилĕм патне илсе çитерес хăрушлăх пысăк. Çавăн пекех вирусăн çĕнĕ – Инди тата Африка штамĕсем те пирĕн пата çитме пултарасси хытă сехĕрлентерет. Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова палăртнă тăрăх, вĕсем тата хăвăртрах сарăлаççĕ, вĕсемпе кĕрешме те йывăртарах. Унăн шучĕпе, çак вăхăтри лару-тăрура чиртен сыхланмалли шанчăклă пĕртен-пĕр мел – вакцинаци туни. Çакна тĕпе хурса вырăнсенче коронавирус чирĕнчен асăрханса прививка тăвассипе мĕнле ĕçленин кăтартăвĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем черетпе отчет тăваççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун çывхарнă май ача-пăча фончĕ пуçарнă «Ачасен ячĕпе, ачалăхшăн» ятпа йĕркелекен йăлана кĕнĕ марафона хутшăнса районти ĕç коллективĕсем пухмача мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывнине пĕлме те кăсăклă пулчĕ.

Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов районти çĕр ĕçченĕсем çур акире пурнăçлама тĕллев илнине туллин пурнăçлани, хальхи вăхăтра хуçалăхсенче шăтса тухнă тыр-пула хурт-кăпшанкăран тата çум курăкран хÿтĕлесе им-çамсемпе хÿтĕлес ĕç мĕнле пыни пирки чарăнса тăчĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code