Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкулсенчен килнĕ хыпарсем

Шкулсенчен килнĕ хыпарсем

Волонтерсен хастарлăхĕ

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă е унтан таврăнсан çĕре кĕнĕ салтаксене асăнса лартнă палăка пăхса-тасатса тăрассине хăйсем çине илнĕ.

Волонтерсем хĕл кунĕсенче канăçнех çухатнă: çил-тăман вĕçтерсен е юр çусан çийĕнчех палăк территорине тасатма тухаççĕ. Ялти сăваплă вырăна кирек хăçан та тирпейлĕхре тытассине тĕп тивĕç тесе шутлаççĕ волонтерсем.

Л.ПУПИНА.

Иккĕмĕш чĕрĕк

пуçланнă май Аслă Елчĕкри вăтам шкул вĕренекенсен хаваслă та янăравлă сассисемпе тулчĕ.

Шашка, шахмат вăййисене кăмăллакансем, çĕнĕ хаçат-журналсемпе паллашас текенсем тăхтав вăхăчĕсенче библиотекăна пуçтарăнаççĕ. Кунта кулленех шкул ачисен пурнăçĕпе кăсăкланакан Петр Петрянкин, тивĕçлĕ канурине пăхмасăр, килсе çÿрет. Вăл кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе шахматла вылять. Çамрăк шахматистсем ĕç ветеранне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Уроксем хыççăнхи вăхăт та усăллă та хаваслă иртни шкул ачисен кăмăл-туйăмĕнче палăрать.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code