Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 900 кун та 900 каç…

900 кун та 900 каç…

Хăрушă блокада 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен тăсăлнă. Совет çарĕсен Нева çинчи хулашăн пынă оборони нимĕçсен ăссăрла каварне пĕтĕмпех путлантарса лартнă.

Ленинграда хÿтĕленĕ тата унăн блокадине сирсе ярассишĕн пынă хаяр çапăçусенче çурçĕр-хĕвел анăç, Ленинград, Волхов, Карели тата 2-мĕш Прибалтика фрончĕсемпе Балтика флочĕн Ладогăпа Онега çар флотилийĕсен, ПВО çарĕсемпе ытти çар чаçĕсем, çавăн пекех Ленинград ĕç çыннисенчен йĕркеленĕ ополчени полкĕсемпе партизансем нихçан манми паттăрлăхпа хăюлăх тата тÿсĕмлĕх кăтартнă. Нимĕç фашисчĕсем Ленинград хулине пĕтĕмпех çĕр çинчен шăлса тасатма, халăхне тĕппипех пĕтерме палăртнă. Çак тĕллевпе Хĕвел анăç Пруссин «Север» армийĕн ушкăнĕ /29 дивизи/ сывлăшран тапăнакан пĕрремĕш флот /760 самолет/ пулăшнипе Даугавпилс тата Ленинград хулисене хÿтĕлекен Прибалтика çарĕсене пĕтерсе тăкса, Балти порчĕпе Ленинграда тата Кронштадта тытса илмелле пулнă. Тăшман çарĕсем Ленинграда 1941 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче тапăнма пуçланă. Кĕске вăхăтрах хулана хÿтĕлекенсене хĕссе лартнă, каярахпа ункăласа çавăрса илнĕ. Вĕçĕмсĕр бомбăсем тăкса, пысăк калибрлă тупăсенчен персе тăнипе тата çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç сахалланса пынипе хула çыннисемпе ăна хÿтĕлекенсен хальччен курман инкекпе выçлăха тÿсĕмлĕн чăтса ирттерме тивнĕ. Тăшман хупăрласа илнĕ хулана пысăк çĕрпе çыхăнтаракан пĕртен-пĕр çул – «Пурнăç çулĕ» – Ладога кÿлли урлă иртнĕ. Ун тăрăх тăшман кунĕн-çĕрĕн персе тăнине пăхмасăр, хĕллехи вăхăтра – пăр çийĕн, çулла çар карапĕсемпе хĕç-пăшал, апат-çимĕç, ытти çар хатĕрĕ турттарнă.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех апат-çимĕç склачĕсем çунса кайнă. Унта Ленинград хулипе облаçĕ валли темиçе çуллăх хатĕрленĕ апат-çимĕç упраннă. Нимĕç самолечĕсем складсене бомбăсем пăрахса çунтарса ярсанах хулара лару-тăру çивĕчленнĕ. Мĕншĕн тесен Ленинграда Пысăк çĕр çинчен малтанласа пачах апат-çимĕçпе тивĕçтерме май килмен, ăна тăшман виçĕ ункăпа хупăрласа тăнă. Хулара электроэнерги те, хутса ăшăтмалли топливо та, шывпа çăкăр та пулман. Хваттерсене сĕтел-пукана ватса е пур-çук тумтире çунтарса ăшăтнă. Çăкăр лавккисен умĕнче темиçе çухрăма тăсăлакан черетре çынсем талăкĕпех тăнă. Черетрисем çимесĕр вăй-халран кайнипе тата сивĕпе çавăнтах шăнса хытнă. Талонпа рабочисене 120 грамм, служащисене 75, ыттисене 50-шар грамм çăкăр панă. Пĕчĕк паека стаканри шыв çине ярса ирĕлтерсе ĕçнĕ.
Ленинградра кушакпа йытă та юлман – йăлтах пĕçерсе çинĕ. Атă тĕпĕсене /вĕсене лаша тирĕнчен тунă/ тăваткал-тăваткал касса икĕ-виçĕ хутчен аш арманĕпе вĕтетсе йывăç клейĕпе хутăштарса çинине те калаççĕ. Ÿсен-тăран та юлман хулара – йăлтах çисе янă. Выльăх масарĕ патĕнче те вăрăм черет тăсăлнă. Çапах та пирĕн халăх çак пысăк нушана тÿссе ирттерме пултарса калама та çук пысăк паттăрлăх кăтартнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code