Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн акатăн – çавă шăтать

Мĕн акатăн – çавă шăтать

Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинче паха вăрлăх акни тĕп вырăн йышăнать. Çакна ял çынни лайăх ăнланать.

2021 çулта ял хуçалăх организацийĕсен уй-хирĕсенче çур акире акма çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн 4000 тонна вăрлăх кирлĕ. Хальхи вăхăтра мĕн пур пек вăрлăха районти инспекцире тĕрĕсленĕ, çав шутран 3196 тонна вăрлăх /80 проценчĕ/ кондицие ларнă, 800 тонна /20 процент/ ака кондицине тивĕçмен.

Тухăç мĕнле пуласси вăрлăх репродукцийĕнчен те нумай килет. Вăл мĕн чухлĕ çамрăкрах – тухăçлăх та пысăкрах. Районĕпе илсен, хатĕрленĕ вăрлăхăн 21 проценчĕ супер элита тата элита, 79 проценчĕ пĕрремĕш тата иккĕмĕш репродукцири шутланать.

Çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курасси çине уйрăмах «Комбайн», Ленин ячĕллĕ, «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсенче, «Прогресс» АХОра, «АСК-Яльчики», «Яманчурино», «Клевер», «Нива» агрофирма» ОООсенче, «Ю.Цветков», «В.Падуев», «А.Петров», «Б.Головин» хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тата ытларах тимлĕх уйăрнине палăртатпăр.

Районти 3 хуçалăхра вăрлăх туса илессипе ятарласа ĕçлеççĕ. «Комбайн» ЯХПКра хальхи вăхăтра Экада 109, Ульяновская 105, Ульяновская 109 çурхи тулă, Владимир сортлă урпа, Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче Ульяновская 100, Ульяновская 105 çурхи тулă, Спартак тата Шеврон пăрçа вăрлăхĕсене туянма май пур. Асăннă вăрлăхсем пурте пысăк репродукциллĕ.

Мĕн пур хуçалăхри паянхи тĕп тĕллев – вăхăта кая хăвармасăр вăрлăха сортласа тасатасси, ăна тивĕçлĕ кондицие çитересси. Йывăрлăхсенчен хăраман, малашлăха курса ĕçлекен хуçалăхсем çур аки валли паха вăрлăх хатĕрлес ыйтури йĕркесене çирĕп пăхăнса тимлессе шанас килет.

Л.ИШМУРАТОВА,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code