Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлĕ тĕрĕслев

Кирлĕ тĕрĕслев

Пушар хуралĕн ĕçченĕн профессийĕ — паттăрла професси. Унăн сиксе тухнă синкерле лару-тăрура хăвăрт тата тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле.

Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн сотрудникĕсен çеç мар, округри территори пайĕсенчи ирĕклĕ пушар дружинисен те асăннă енсемпе çирĕпленни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе, калас пулать, Василий Григорьев ертсе пыракан коллектив ĕçе контрольте тытса тăрать.

Ялсенчи пушарнăйсен пĕлĕвне ỹстерес, хăнăхăвне çирĕплетес тĕллевпе ятарлă программăпа килĕшỹллĕн çулсерен «Чи лайăх ирĕклĕ пушар хуралĕн подразделенийĕ» смотр-конкурс йĕркелеççĕ. Кăçал ăна Тип Тимеш ялĕ çывăхĕнчи плотина хĕрринче ирттернĕ. Мероприятие хутшăннисене округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертỹçи Василий Григорьев, Тăрăм территори пайĕн начальникĕ Людмила Смирнова саламланă. Марина Николаевна пушар хăрушсăрлăхĕн облаçĕнче активлăх кăтартнăшăн Елена Карповăпа Алена Мясниковăна Чăваш Республикин пушар хăрушсăрлăхĕн хысна учрежденийĕн Тав хучĕпе чысланă.

Конкурсра тупăшнисем пушарнăйăн ятарлă тумĕпе хатĕр-хĕтĕрне тăхăнассипе, мотопомпăпа усă курса условлă вут-çулăма сỹнтерессипе тата ытти енĕпе хăйсен çаврăнăçулăхĕпе ăсталăхне кăтартнă. Çичĕ командăран пĕтĕмĕшле тĕрĕслев тăрăх çĕнтерỹçĕ Дипломĕпе куçса çỹрекен кубока Курнавăшри ирĕклĕ пушар дружини тивĕçнĕ. Кĕçĕн Таяпасемпе Тăрăмсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă.

Пушар хуралĕн хастарĕсене тата ял çыннисене Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор ушкăнĕ тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе хавхалану кỹнĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code