Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕвелпи çиçет хĕвеллĕн…

Хĕвелпи çиçет хĕвеллĕн…

Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ, чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Барская ?Хĕвелпи/ çыравçă юлашки çулсенче районта кăна мар, республикăра та ырă ят çĕнсе илчĕ.

Елена Васильевна пĕлтĕр тата тепĕр кĕнеке кăларчĕ. Ăна «Савнă ялăм, Аслă Таяпа» ят панă вăл. Автор кĕнекене юратнă тăван тавралăха, унта пурăнакан паллă çынсене, ял историне асра хăварас тĕллевпе çырнă.

Елена Барскаян сăввисем республикăри, Мускаври тĕрлĕ хаçат-журналсенче пичетленеççĕ. Унăн сăввисенчен чăваш композиторĕсем юрăсем кĕвĕлеççĕ. Елена Хĕвелпи Чăваш Республикин писательсен пĕрлĕхĕн членĕ. Спорт ăмăртăвĕсене, общество ĕçне хастар хутшăнать Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин хисеплĕ ветеранĕ, чи лайăх лекторĕ.

Елена Васильевна Чăваш Республикин Чрезвычайлă лару-тăру управленийĕн «Çулăм» ансамблĕнче çирĕм çул ытла шăпчăк евĕр çепĕç сассипе юрласа килентерет. Этем пурнăçне савăнăçлă тăвас тесе çунакан хĕрарăм инкек-синкеке лекнĕ çынсене чун хавалĕпе пулăшма тăрăшать, йывăрлăхсене çĕнтерме майсем тупса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать, телей çулне тупма пулăшать. Унăн кăкри çинче общество пурнăçĕнче хастар пулнăшăн панă наградăсем йышлă. Çавăн пекех Хисеп хучĕсемпе дипломсен шучĕ те çук.

Çыравçă ал ĕçĕнче те маттур. Вăл хăюсенчен, вĕтĕ шăрçасенчен тĕрлĕ картинăсем ăсталать. Вĕсене республикăри кăна мар, ун тулашĕнчи куравсене те тăратать.

— Хăш вăхăтра çак ĕçсене тума ĕлкĕретĕн эсĕ?-  тесе ыйтсан: «Эпĕ ĕçленĕ чухне канатăп, савăнатăп», — пулчĕ хурав.

Чăвашлăха аталантарас тесе тăрăшакан ĕç ветеранĕ час-часах хулари ача сачĕсенчи, шкулсенчи, библиотекăсенчи тĕл пулусене хутшăнать.

Елена Хĕвелпин пурнăç девизĕ:

— Çынсене ырă тăвасси, май килнĕ таран пулăшасси, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси. Çавăн пекех чăваш халăхĕшĕн пурăнмалла. Çынлăха хаклама пĕлмелле. Пĕтĕм чуна парса ĕçлемелле.

Пултаруллă та ĕçчен, ыттисене малалла ăнтăлма хĕмлентерекен, ырă кăмăллă, пуян та аслă чун-чĕреллĕ Елена Васильевна тăван ене манмасть, тăтăшах килсе çÿрет.

— Хамăрăн тавралăха чăннипех юрататăп. Унпа мăнаçланатăп. Нимрен те ытларах кăмăла çĕклекенни — çынсем ман çине ăшă кулăпа пăхни, — тет Елена Хĕвелпи.

В.АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code