Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Палăксем манма хушмаççĕ!» —

«Палăксем манма хушмаççĕ!» —

текен шухăш çуралчĕ Кивĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакан Николай Богдановăн кăçалхи январĕн 20-мĕшĕнче «Елчĕк ен» хаçатра пичетленнĕ «Парижра курса çÿрени» статйинчи вырăс тата совет салтакĕсем çинчен çырнă йĕркесене вуланă май.

Иртнĕ вăрçăра пуçĕсене хунă совет салтакĕсен масарĕ çинче эпĕ хам курнине куç умне кăларса тăратрăм. 1973-1974 çулсенче манăн çар тивĕçĕсене Чехословаки çĕрĕ çинче пурнăçлама тÿр килчĕ. Пире, салтаксене, çуллахи пĕр кун хамăр тăракан чаçрен инçех те мар вырнаçнă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çапăçса пуçĕсене хунă совет салтакĕсен масарне курма илсе кайрĕç. Çакă пирĕншĕн хăйне евĕрлĕ асра юлмалли вырăн та, самант та пулса юлчĕ. Унта совет салтакĕсемпе офицерĕсене ретĕн-ретĕн, кашнине уйрăммăн тирпейлĕ вил тăприсем туса пытарнă. Кашни вил тăпри çине бетонран хытарса тунă пысăках мар плита вырнаçтарнă. Ун çине вилнĕ çыннăн çарти званине, хушаматне тата ятне çырнă. Мана хăш-пĕр плита çине «Неизвестный солдат», — тесе çырни те тĕлĕнтерчĕ.

Кунта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă салтаксем пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çуралнă çынсем пулнă. Вĕсем хаяр тăшмана çакăнта çити хăваласа килсе тĕп тунă, анчах шăпи килĕсене таврăнмалла туман. Масар çинчен тухнă чухне эпир вĕсене хисеплесе пĕр самант шăппăн пуçăмăрсене тайса тăтăмăр. Çапла, пирĕн аттесем иртнĕ вăрçăра йывăр кĕрешÿре Европăри нумай халăха нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă. Эпир, паллах, вĕсен паттăрлăхĕ пирки нихăçан та манса каяс çук. Статья авторĕ Николай Богданов Францири палăк çинчи сăмахсен йĕркисене илсе кăтартни те тарăн шухăшсем çуратать.

«Памяти воинов русского экспедиционного корпуса, сражавшегося на полях Франции в 1916-1918 годах». «В 1916 году по просьбе союзников Россия отправила во Францию две особые бригады русского экспедиционного корпуса, численностью более 20000 человек, участвовавших в боевых действиях в Шампани. Более 5000 русских солдат и офицеров отдали свою жизнь на полях сражений во Франции», — тесе аса илтереççĕ палăк çине французла тата вырăсла çырнă сăмахсем.

Çакна вулатăн та унти çапăçусене хутшăннă, Африка çĕрĕ урлă пысăк нушапа килне таврăннă Акчел ялĕн çынни пулнă Арсений Антонович Скворцов аса килет. Патреккел ялĕнчи Успени чиркĕвĕн «Метрика кĕнеки» çирĕплетнĕ тăрăх, 1893 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Акчел ялĕнче пурăнакан хресченĕн — Антон Осиповăн тата унăн саккунлă арăмĕн — Васса Иванован Арсений ятлă ывăл çуралнă. Ăна июнĕн 13-мĕшĕнче çак чиркÿре шыва кĕртнĕ. Вăл çитĕнсе çитсен çирĕп сывлăхлă та тĕреклĕ, хăюллă салтак пуласси пирки ун чухне ашшĕпе амăшĕ шутламан та пулĕ. 1916 çулта вара Арсение Франци çĕршывне кайма, вырăс çарĕн экспедици корпусĕн бригадинче хĕсметре тăма суйласа илнĕ. Францие каймалли вырăс салтакĕсен питĕ çирĕп суйлав витĕр тухмалла пулнă. Вĕсен çирĕп сывлăхлă кăна мар, çырма, вулама пултаракан, вырăс тĕнне те çирĕп пăхăнса пурăнакан çынсем пулмалла пулнă. А.Скворцов çинчен 1935 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Хусан хулинче пичетленсе тухнă «Красная Татария» хаçатра /155-мĕш номер/ П.Ордынский «Прозревший край» статьяра акă епле çырса кăтартнă: «Арсений Скворцовăн куçĕсем сывă, çивĕч пулнă. Вăл ÿт-пĕвĕпе çветтуй ращари юман пек çирĕп пулнăран ăна патша çарне хĕсмете илнĕ». Çак статья асăннă хаçатра А.Скворцов шăпах Акчелĕнчи Тимирязев ячĕллĕ колхоза ертсе пынă вăхăтра пичетленсе тухнă пулнă.

…А.Скворцов пек тĕреклĕ те çирĕп сывлăхлă салтаксенчен тăракан вырăс çарĕн корпусĕ Францие тухса кайнă. 1916 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа 1917 çулхи апрель уйăхĕн вĕçĕччен Франци çĕрĕ çинче питĕ хаяр çапăçусем пынă. Çак çапăçусенче Вырăс çарĕ, Франци çĕршывĕ майлă пулса, нимĕç çарĕсене хирĕç пысăк хăюлăхпа çапăçнă. Çавăнпа ĕнтĕ Францири хаçатсем вырăс çар корпусне «Чыслăх легионĕ» тесе ят панă.

Пирĕн асаттесемпе аттесем Европăра мĕн чухлĕ ырă ĕçсем туса ирттерни çинчен вăхăт кăна тĕрĕс каласа кăтартма пултарĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах Польша, Болгари, Прибалтика çĕршывĕсенче совет салтакĕсене асăнса лартнă палăксене вараланине тата çĕмĕрнине телевизорпа курсан нумай çыннăн чунĕ хурланатех. Анчах çакă Раççей салтакĕсен паттăрлăхне хавшатма пултараймĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн çĕршывра паттăрлăха хисеплесси, хакласси кашни çыннăн чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă. Çыннăн чун-чĕри вара — хăйне евĕрлĕ палăк. Ăна Раççей тăшманĕсем нихăçан та çĕмĕрсе кĕреймĕç.

В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code