Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнелте урамсем яланах уçă

Ĕнелте урамсем яланах уçă

Кăçалхи юр-тăманлă çанталăк округри ялсенче нумай кăткăслăх кăларса тăратрĕ. Хăш-пĕр территори пайĕсенче çулсене тасатса ĕлкĕрейменнине те пытараймăн. Анчах Ĕнел ялĕнче мар: кунта урамсене хырса тасатассине яланах вăхăтлă йĕркелеççĕ — вырăнти халăх та кăмăллă. «Прогресс» АХО механизаторĕсем Виталий Дмитриевпа (сăн ỹкерчĕкре) Александр Петров хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Ĕç ăнăçăвне Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Куприянов бригадир та куллен хăйĕн тỹпине хывать.

Ольга ВЛАДИМИРОВА сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code