Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бизнеса пулăшмалли майсем ỹсеççĕ

Бизнеса пулăшмалли майсем ỹсеççĕ

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Тĕллев — бизнеса вăй илсе аталантарассинче тата ĕçе анлăлатса пырассинче, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçлассинче чăрмав кỹме пултаракан сăлтавсенчен хỹтĕленме пулăшасси. Ку чухнехи чи тĕрĕс çул-йĕр — бизнесăн урăх категорине чăрмавсăр куçма условисем туса парасси.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырăвĕнче шăпах çаксем пирки — предпринимательлĕх тата инвестици хастарлăхĕ, бизнеса пулăшмалли майсем çулсерен ỹссе тата витĕмлĕрех пулса пыни çинчен уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

2023 çулта республикăра финанс пулăшăвне илнĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ, 2022 çулхипе танлаштарсан, 18 процент чухлĕ ỹсни те малтан каланине уçăмлатса çирĕплетет. Предпринимательсем хушшинче çĕнĕрен вăя кĕнĕ тата ансатлатнă пулăшу мелĕ — оборудовани хакĕн пĕр пайне субсиди парса саплаштарни те анлă сарăлнă. Çакна кура виçĕ çул хушшинчи тапхăрта республика бюджетĕнчен уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курса бизнес 2,3 милллиард тенкĕлĕх оборудовани туяннă.

Хальхи вăхăтра Елчĕк муниципалитет округĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче 462 субъект шутланать. Çав хисепрен 400-шĕ — уйрăм предпринимательсем, 62-шĕ — пĕчĕк тата вăтам предприятисем. Вĕсенче пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ, 2022 çулхипе танлаштарсан, 13,7 процент ỹснĕ — пурĕ 3126,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Асăннă тытăмра ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 32090 тенкĕпе танлашнă, 2022 çулхипе танлаштарсан, ĕç укçи 112,5 процент чухлĕ ỹснĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕпе илсен, 2023 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕпе пурĕ 272 миллион тенкĕлĕх (47 çынна) тивĕçтернĕ. Сăмах май каласан, юлашки çулсенче хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе яма çирĕп тĕллев илнĕ округри 25 çул тултарман çамрăк предпринимательсем, пĕрин хыççăн тепри, Чăваш Республики шайĕнче йĕркелекен конкурса хутшăнса грант çĕнсе илесси йăлана кĕчĕ. 2023 çулта сăн ỹкерчĕксем пичетлес тата ламинаци пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес енĕпе хатĕрленĕ бизнес-проекта хỹтĕлесе Владислав Никифоров çамрăк предприниматель 500 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă.

Пĕр вăхăтрах АПКна аталантарма уйăракан инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессине те регион шайĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Паллах, Елчĕк муниципалитет округĕнче те кашни çулах тĕрлĕрен проект вăя кĕрет. Муниципалитет пĕрлешĕвĕн ăнăçлă аталанăвĕ, социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене кирлĕ пек йĕркелесе пырасси вара тỹррĕнех инвестици ĕç-хĕлне явăçтарассине ỹстернипе çыхăннă.

Сăн ỹкерчĕкре: Владислав Никифоров çамрăк предпринимателе Сертификатпа тивĕçтернĕ самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code