Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Улшăнусем кĕртнĕ

Улшăнусем кĕртнĕ

Ытларикун округ администрацийĕнче округри Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк район прокурорĕн заместителĕ Вячеслав Путяков хутшăннă.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 12 ыйтăва пăхса тухнă. Малтанах унта ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Илнур Минигалиев 2023 çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса панă.

Малалла депутатсем финанс, налук, пулăшусен тарифĕпе, пурлăха приватизацилессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ, иртнĕ çулсенче йышăннă хăш-пĕр положенисене улшăнусем кĕртнĕ. Кусемпе тата ытти ыйтупа округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици пайĕн начальникĕ Марина Павлова, пай пуçлăхĕсем — Татьяна Филимонова, Ирина Теллина, Оксана Игнатьева паллаштарнă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code