Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Рейтингра малта

Рейтингра малта

Чăваш Республикинчи Физкультурăпа спорт министерстви аса илтерет, республикăра ГТО комплексĕн регионти операторĕ Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекса муниципаллă районсенче тата хула округĕсенче ĕçе мĕнле кĕртнине кашни кварталтах пăхса тухать.

Çичĕ критерипе кăçалхи виçĕ уйăх итогĕсен рейтингне палăртнă. Елчĕк районĕ ГТО нормисене пурнăçлас енĕпе /тестировани центрĕн тĕп судйи – Петр Смирнов/ пĕрремĕш вырăна тухнă. Тăхăр уйăх кăтартăвĕсем тăрăх та Елчĕксем чи малта пыраççĕ.

Çакă районти кашни предприяти, организаципе учреждени ертÿçи ГТО пĕлтерĕшне мала хунин кăтартăвĕ. Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине çирĕплетсе спортпа ялан туслă пулар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code