Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Çемье хаклăхĕ çинчен

ЗАГС пайĕнче районти çамрăксемпе тĕл пулнă.

Унта «Çамрăксене çемье пурнăçне хатĕрлесси» темăпа диспут иртнĕ. ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина çемье хаклăхĕ, мăшăрлану йĕркисемпе тивĕçĕсем пирки тухса калаçнă, çамрăксем çĕкленĕ ыйтусем çине хуравланă.

Вăрăм ĕмĕр – кун-çул парни

Районта вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йышĕ ÿссех пырать.

Курнавăшри Раиса Смирнова, Çĕнĕ Арланкассинчи Мария Кашина 90 çулхи юбилейĕсене тулли кĕрекере, савăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ. Çавăн пекех çак кунсенче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи вăрçă ветеранĕ Иван Алексеев сумлă юбилейне паллă тунă. Ăна та, ыттисем пекех, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Раççей Президенчĕн салам открыткине парса ырлăх, сывлăх суннă.

А.Г.Теллинăн куравĕ

уçăлнă республикăри Наци библиотекинче.

Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Ардалион Теллин Хусанти инженерипе строительство институтне вĕренсе пĕтернĕ, тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн республикăн, Раççейĕн хисеплĕ ячĕсене тивĕçнĕ. Вăл ачаран живопиçпе кăсăкланнă. Паян та алăран киçтĕк ямасть. Куравра Ардалион Гурьевичăн ĕçĕпе хăнасем интересленсе паллашнă. Ентешĕмĕр тăван тăрăха та манмасть. Хăй вĕреннĕ шкулта унăн картинисем илем кÿреççĕ. Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Федорова курава хутшăннă май шкулпа тачă çыхăну тытнăшăн ентеше Тав хучĕпе чысланă.

Шкулсенче робот техники

«Вĕренÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан ÿсĕмĕ» проектпа килĕшÿллĕн, районти шкулсене робот техникипе вĕренÿ оборудованийĕсем килсе çитнĕ.

Республика ку енĕпе 1647435,96 тенкĕ уйăрнă.
Хальхи вăхăтра шкулсенче робот техники пысăк пĕлтерĕшлĕ, актуаллă вырăн йышăнать. Районти вĕренекенсем ку енĕпе тĕрлĕ конкурс-олимпиадăсене хутшăнаççĕ, призлă вырăнсем йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code