Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Астăвăмпа хурлăх

Астăвăмпа хурлăх

кунне Елчĕксем те, пĕтĕм çĕршыври пекех, асра тытаççĕ.

Шăп 81 çул каялла, июнĕн 22-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре фашист эшкерĕ пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ. Çак кунран пуçласа тăватă çула яхăн пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Хурлăхлă куна районти кашни ялтах асра тытаççĕ.

Елчĕксем те «Шăплăх минучĕ» акцие хутшăнса Тĕп лапамри Паттăр салтак палăкĕ умне пуçтарăнчĕç. Хурлăхлă митинга Владимир Николаев педагог уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ячĕпе унăн çумĕ — экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова тухса калаçрĕ. Районтан çак хаяр вăрçа 8 пин çын тухса кайнă, вĕсенчен кашни иккĕмĕш тăван ене таврăнайман. Эпир Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ ентешсен умĕнче пуç таятпăр, вĕсене нихăçан та асран кăлармастпăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем — Марина Павловăпа Николай Петров паттăрсен ячĕсене асра тытса палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.

Митинга хутшăннисем пĕр минут шăп тăнă хыççăн «Солнечный круг» юрра янраттарчĕç.

Нихăçан та вăрçă ан кĕрлетĕр пирĕн çĕршывра!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code