Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кану кунĕсĕр

Кану кунĕсĕр

Округри шкулсенчи физкультура учителĕсен пĕр ушкăнне Елена Петрова черетлĕ ăмăрту хыççăн ỹкерсе илнĕ. Вĕсем тата ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ округри физкультурăпа спорт ĕçĕ-хĕлĕ. Кулленхи виçĕ-тăватă 45 минутлăх урокпа кăна вĕçленмест вĕсен ĕç кунĕ. Секци занятийĕсем е сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă мероприятисем ирттермелле, эрнесеренхи округри ăмăртăва хутшăнакансене хатĕрлемелле (списокĕ, медицина справки, инвентарĕ)… Регион шайне тухмалла пулсан ĕçĕ пушшех хушăнать. Хĕлле хоккей площадкисене тытса тăрасси мĕне тăрать!

Ăмăртусем хăш-пĕр чухне çине-çинех иртнĕрен кану кунĕ пирки те манма тивет физруксемпе тренерсен. Шăрăх та, шартлама сивĕ те чăрмав мар вĕсемшĕн.

Хăйсен ĕçне парăннисен пуçарулăхĕпе ăсталăхĕ çумне кун пек чухне чăтăмлăх та хушас килет.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code