Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

«Эпир – пĕр йывăç турачĕсем»

республикăри наци культурисен 3-мĕш фестивалĕ Патăрьелĕнче иртнĕ.

Унта пирĕн районти пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсемпе ансамбльсем хутшăннă. Вĕсен пултарулăх шайĕ пысăк шайра пулнине çирĕплетнĕ. Çĕнĕ Пăвари А.Емельянова, Кĕçĕн Таяпари Муллинсем, Патреккелĕнчи Г.Борисов, Елчĕкри С.Баранов, Энтепери П.Макаров, Тÿскелĕнчи И.Шурбин тĕрлĕ жанрлă номинацисенче ятарлă дипломсемпе парнесене çĕнсе илнĕ.

Йышлă коллектив хушшинче Тÿскелти Иван Шурбин ертсе пыракан «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблĕ I степень лауреат ятне тата сумлă приза – гитара илме тивĕçрĕ. Тепĕр куннех вара ансамбльте çĕнĕ инструмент сасси илтĕнме пуçларĕ.

А.ЕРМОЛАЕВА.

«Пушкин карттипе»

Районти шкул ачисем «Пушкин картти» федераци программипе килĕшÿллĕн районти централизациленĕ клуб тытăмне ытларах çÿреме пуçланă.

Хальхинче вĕренекенсем тÿлевсĕр карттăпа Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» концертне курса киленнĕ. Кивĕ Эйпеç, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Курнавăш, Лаш Таяпа, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсен çамрăк кураканĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ял халăхĕн ĕç паттăрлăхне юрă-ташăра кăтартса пани чун-чĕрисене тыткăнланă.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Республикăри «Турист объективĕнче» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Унта республикăри 130 ытла ача хăйсен ĕçне тăратнă. Пирĕн районти вĕренекенсем те конкурсра хастарлăх кăтартнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Татьяна Чернова икĕ номинацире 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Аслă Елчĕкри Валерия Филимонова, Антон Мешков та призерсен йышне кĕнĕ. Çамрăк фотографсене сăн ÿкерттерес ĕçре Галина Чернова, Любовь Адюковăпа Любовь Шепинова вĕрентекенсем ертсе пынă.

«Савăнăç карçинкки»

Çĕнĕ çул вăл – ырă та илемлĕ юмахсен вăхăчĕ. Уйрăмах ачасем вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пултаракан ырă асамçăсене шанаççĕ, вĕсенчен парнесем кĕтеççĕ.

Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул та Пĕтĕм Раççейри «Савăнăç карçинкки» проекта хутшăннă. Пуçламăш классене вĕрентекенсем йывăр шăпаллă çемьесенче пурăнакан ачасем валли парнесем хатĕрленĕ. Çĕнĕ çул кучченеçне нумай ачаллă Максимовсен çемйине те çитернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code