Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Манăçман кун-çул утти

Манăçман кун-çул утти

Яманчÿрел ялĕнче пурăнакан Вера Яковлева ял пурнăçĕпе, унăн шăпипе интересленсех тăрать. Пире вăл ĕлĕкхи çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать, хăй çамрăк чухне юрланă юрă-кĕвĕсене юрлама вĕрентет. Пурне те астăвать, пĕлет çивĕч ăс-тăнлă хĕрарăм. Лавккана е фельдшер пунктне килсен вара библиотекăна кĕрсе тухмасăр иртмест Вера Максимовна. Вĕсем, мăшăрĕпе, Лекçей тетепе, çемье чăмăртани кăçал 65 çул çитрĕ. Пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулса пурăнаççĕ ватлăхра хисеплĕ çынсем.

Кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулнă май Вера аппа упăшкин аппăшĕ çинчен каласа пани чуна пырса тиврĕ. Лидия ятлă пулнă вăл.

…Яманчÿрел ялĕнчен Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма, Улатăр, Йĕпреç тăрăхĕсене вăрман касма та нумаййăн хутшăннă. Виçĕ хĕрĕн шăпи пĕрешкел килнĕ. Елена Титован, Елена Маркован тата Лидия Яковлеван окоп чавма кайма ят тухнă. Çанталăк сивĕ тăнăран çĕр тарăн шăннă. Темле тăрăшсан та ăна кĕреçепе чавма çав тери йывăр пулнă. Ытларах лумпа, кирккапа ĕçлеме тивнĕ. Шартлама сивĕ, çимелли, тăхăнмалли çукран ун чухнехи пурнăç калама çук йывăр пулнă. Тарса килме май та пулнă пулĕ-тĕр, анчах тĕрмене хупасси хăратнă. Çавăнпа чăтнă, нушаланнă, Çĕнтерĕве частарах çывхартас тесе тăрăшнă. Ĕçлесе пĕтерсе киле таврăннă чухне тавар пуйăсĕпе Канаша çити килнĕ. Унтан тăван яла çитиччен çуран утнă. Питĕ хытă шăннипе çап-çамрăк Лидия урасăр пулса ларнă. Вăл çулсенче ашшĕ килте лаша тытнă. Çавна май выльăх-чĕрлĕх чирлесен халăх медицинипе анлă усă курнă. Урасăрланнă лашисене хăех сыватнă вăл. Хĕрĕ нушаланнине курса тăракан ашшĕпе амăшĕ ăна çавăтса вăрман хĕррине вĕри хăйăр çине леçнĕ. Çу каçиччен çав хăйăр çинче выртнă хĕр. Каярахпа утакан пулнă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче ялта атă-пушмак çĕлекен артель ĕçленĕ. Сывалса çитсен Лидия Хрисановна ытти тантăшĕсемпе пĕрле çав артеле тĕрĕ тĕрлеме çÿренĕ. Унтан колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Энтепе каччипе Марк Сергеевпа çемье çавăрсан 1966 çулта Магнитогорск хулине тухса кайнă. Унта тимĕр шăратнă заводра вăй хунă. Сергеевсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Лида аппа 92 çула çитсен çĕре кĕнĕ.

«Ватти пур та латти пур», – теççĕ халăхра. Паянхи ватăсен аса илĕвĕсем пирĕн халăхăн кун-çулне манма памаççĕ. Çавăнпа та вĕсем пурăннă чухне аваллăха упраса хăварас тесе тимлетпĕр. Кашни çыннăн шăпи хăй пĕр истори. Вăл манăçăнмасть.

Н.ОБОЖГЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Л.Сергеева.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code