Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хуçалăх микроçыравĕн кăтартăвĕсене тĕпчет

Ял хуçалăх микроçыравĕн кăтартăвĕсене тĕпчет

Микроçыравăн даннăйĕсене пăхса тухса Раççей статистики ял хуçалăхĕнчи кăсăк пулăмсене палăртнă. Унăн пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем кăçалхи декабрь вĕçĕнче хатĕр пулаççĕ.

Халĕ паллă, 2020 çулта çĕршывра ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе 20 миллион ытла çын ĕçленĕ. Пĕтĕмпе 6,5 триллион тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Вăл шутран пĕрре виççĕмĕш пайне килти хушма хуçалăхсенче çитĕнтернĕ. 2021 çулта иртнĕ микроçырав ял хуçалăх производствин тытăмĕ палăрмаллах улшăннине палăртнă.

«Малтанхи кăтартусене пăхсан, хăш-пĕр регионсенче уйрăм хушма хуçалăхсен шучĕ ÿснине куратпăр, тепĕр çĕрте 10 процент таранах. Пĕчĕк предприятисемпе хуçалăхсем аталанса пынине асăрхарăмăр. Кашни хресчен-фермер хуçалăхĕ е уйрăм предприниматель пуçне çĕр лаптăкĕ икĕ хут пысăкланнă. Туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕнче вĕсен тÿпи ÿссех пырать. Хăш-пĕр ял хуçалăх организацийĕсем пысăкланаççĕ: вĕсен йышĕ чакать, анчах малтанхинчен ытларах çĕр лаптăкĕсемпе усă курма пуçланă», – палăртнă Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Константин Лайкам.

Килти хушма тата пĕчĕк хуçалăхсен йышĕ ÿсни çĕршывра пурăнакансене апат-çимĕçпе татти-сыпписĕр тивĕçтерме, хаксем ÿсессине тытса тăма май парать, çавă питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

«Чылай вăхăт хушши çынсен килти хуçалăхĕсенче продукци çитĕнтерсе туса илесси чакса пыни палăратчĕ. Вĕсем вара çĕршыва питĕ кирлĕ. Калăпăр, çуллен туса илекен çĕр улмин пĕтĕм калăпăшĕнчен çурри ытла килти хушма хуçалăхсенче çитĕнет. Пулса иртекен улшăнусем рынока питĕ пысăк витĕм кÿреççĕ. Çĕр улмипе пахча çимĕç сахалрах туса илтĕмĕр пулсан, хаксем тÿрех ÿссе каяççĕ», – тенĕ Константин Лайкам.

«Пĕр енчен, фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене ытларах продукци туса илме хавхалантарни питĕ аван, тепĕр енчен, уйрăм хушма хуçалăхсен çимĕçне пысăкрах предприятисемпе кооперациленсе вырнаçтарма пулăшни кирлĕ. Шел пулин те, хальлĕхе апла мар», – вĕçленĕ хăйĕн сăмахне Раççей статистикин ертÿçин çумĕ.

Ял хуçалăх микроçыравĕ-2021 информаци центрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code