Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Маçтăр йĕлтĕрçĕ

Маçтăр йĕлтĕрçĕ

Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн ял пурнăçĕнчи пулăмсем, аслă ăрури çынсен ĕçĕсем манăçа тухса пыраççĕ. Ялта çуралса ÿснĕ яш-кĕрĕмпе хĕр упраç çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче тымар ярса тĕрлĕ сферăра пысăк ят-сума, хисепе çĕнсе илнисене пурне те пĕлместпĕр те.

Манăн сăмахăм Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Владимиров çинчен пулĕ. Вăл 1948 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Ваня тете, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Кремль комендатуринче хĕсметре тăнă. Вăрçă хыççăн МТСра, кайран колхозра трактористра ĕçленĕ. 55 çула çитсен чирлесе çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Наçтаç аппа /хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова, Таяпа Энтри хĕрĕ/ райфора, кайран райпора ĕçлесе пенсие тухнă.

Ваня тетепе Наçтаç аппа çичĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Коля – чи асли. Унăн шăллĕсемпе йăмăкĕсем – Лена, Толя, Саша, Таня, Галя, Валерий ÿссе çитĕнсен тĕрлĕ çĕре саланса тĕпленнĕ.

Николай питĕ тĕреклĕ, çирĕп вăй-халлă каччăччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех йĕлтĕрпе чупассипе малти вырăнсене йышăнатчĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн вăл Канашри 1-мĕш СПТУра слесаре вĕреннĕ. Çамрăк специалист салтака кайиччен Елчĕкри «Сельхозтехника» предприятире тăрăшнă. Çак çулсенче Николай спортра пысăк ÿсĕмсем тума пуçланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхра футболла вылясах кайман. Кольăпа çывăх юлташĕсем ялта «Метеор» футбол команди йĕркелерĕç. Çав хастарсен ячĕсене асăнса хăвармасăр иртес килмест. Пурăнаканнисем: Василий Якимов, Виталий Кириллов, Иван Багадеров, Валерий Мясников, Василий Данилов /Кипеç/. Пиртен уйрăлса кайнисем: Виталий Григорьев, пĕртăван Геннадипе Борис Фадеевсем, Евгений Мясников, Иван Филиппов, Виталий Багадеров.

Çамрăксем пĕрле пуçтарăнса футбол лапамне йĕркелерĕç. Команда валли майка, спорт труссийĕ, бутсăсем туянма колхоз укçа-тенкĕ уйăрса пачĕ. Футбол вăййисене курма улăха ял çыннисем йышлăн пуçтарăнатчĕç.

1966 çулта Николая салтака илеççĕ. Германире виçĕ çул хĕсметре тăрать вăл. Салтакран таврăнсан, 1970 çулта, Тăрăм каччи Свердловск хулинчи педагогика техникумне физрука вĕренме кĕрет. Профсоюз командишĕн йĕлтĕрпе чупса ултă хутчен область чемпионĕн ятне çĕнсе илет, СССР спорт мастерĕн нормативне тултарать.

Николай Владимиров СССР халăхĕсен спартакиадисене те хутшăнать. 1974, 1975, 1978 çулсенче йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш, ытти çулсенче икĕ хутчен иккĕмĕш, пĕр хутчен виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Пенсие тухиччен ентешĕмĕр тренерта тăрăшнă. Çав вăхăтрах ăмăртусенче судья тивĕçне тĕплĕн пурнăçланă. Николай Иванович вун-вун çамрăка спорта явăçтарнă, пулăшнă, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма вĕрентнĕ.

Хальхи вăхăтра Николай Владимиров тивĕçлĕ канура. Шел, çулсем хăйĕннех тăваççĕ. Чир-чĕрне çĕнтерсе нумай-нумай çул пурăнма сывлăх сунатпăр ăна.

Николай Ивановичăн шăллĕ – Александр та физкультурăпа спорт çулĕ çине ачаранах тăнă. Çавна пулах тăр ялти шкула пĕтерсен тетĕшĕ ăна Екатеринбурга илсе кайнă. Кĕçĕнни те педагогика техникумĕн студенчĕ пулса тăрать, ăмăртусене хастар хутшăнса область шайĕнче çитĕнÿсем тăвать. Вăл «астивмен» спорт енĕсем пулман та пулĕ: футбол, хоккей вăййисем, кĕсменпе ишесси, йĕлтĕрпе чупасси, кире пуканĕ йăтасси… Чун туртни вара уншăн – çăмăл атлетика. Тетĕшĕ пекех ку енĕпе облаçре, ун тулашĕнче нумай хутчен палăрнă.

Пысăк шайри пĕр ăмăртура Александр 3 километра чупса финиша чемпион пулса çитет те йăванса каять. Ĕмĕрлĕхе куçне хупать. Мастер нормативне тултарнин удостоверенине, шел, аллинче тытса кураймасть…

А.СОРОКИН.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Владимиров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code